Пятница, 27 января

Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Паянхи кун нумай ачаллă çемьесене ипотека тÿлесе татма пулăшакан патшалăхăн пулăшу мерисем пур-и?
Ыйтăва район прокурорĕн çумĕ А.В.Афанасьев хуравлать.
Кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнче 157-ФЗ №-лĕ Федераллă саккун ĕçлеме пуçланă. Унпа килĕшÿллĕн 2019—2022 çулсенче виççĕмĕш е ытларах ача çуратнă ашшĕ-амăшĕсем ипотекăна тÿлесе татма патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Анчах та çак йĕрке ача урăх çĕршывăн гражданинĕ пулсан е ашшĕ-амăшне ача тĕлĕшпе правăсенчен хăтарнă пулсан ĕçлемест.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çурт е хваттер туянма илнĕ ипотекăн 450 пин тенкине тÿлесе татма пулать. Ку мелпе пĕр хутчен çеç усă курма юрать. Çак пулăшу 2023 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен илнĕ ипотекăсем таран пурнăçланĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *