Çырни кăмăла хуçрĕ

Çырни кăмăла хуçрĕ

Район центрĕнчи ял хуçалăх продукчĕсем сутакан магазин умĕнчи пĕлтерÿ хăми çинче курнă пĕлтерĕве вуласан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Пĕлтерÿре «Ассоциация ветеранов Группы советских оккупационных войск…» сăмах тÿрех куçа тăрăнчĕ. Мĕнле-ха капла; Мĕнле «Советские оккупационные войска;»
Каласа хăварам, ман сăмах пирĕн çарсене Варшава килĕшĕвĕн блокĕнчен илсе тухнăранпа августăн 31-мĕшĕнче 25 çул çитнине паллă тăвас пĕлтерÿпе çыхăннă. Унта хĕсметре пулнисем, мероприятие хутшăннисем каланă тăрăх, паллă куна анлăн уявланă, спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ, тахçантанпах тĕл пулман юлташсемпе курса калаçнă. Ку питĕ те лайăх.
Чăнах та, 1940 çулсен вĕçĕнче Европăра мирлĕ пурнăç тытса пыма юлнă совет чаçĕсене «Группа советских оккупационных войск» тесе каланă. Ку пулăм иртнĕ вăхăтра пулнă-çке.
Энциклопеди словарĕнче «оккупаци» сăмах пĕлтерĕшне шыраса тупрăм, вăл «военный захват» тенине пĕлтерет иккен.
Оккупант тепĕр çĕршыва вăрçăпа килсе çаратса халăха чурана çавăрать, хĕç-пăшалпа хăратса пусмăрласа пурăнма тытăнать, вĕлерет. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ чух кашни нимĕç салтакĕн кĕсйинче брошюра пулнă. «Эсĕ тĕнчере чи аслă раса çынни, ниме пăхмасăр совет çыннине çарат, пусмăрла, вĕлер, çунтар, сана телейлĕ пуласлăх кĕтет, сана совет çĕрĕнче çĕр пайĕ лекет, сан патăнта тарçă вырăнне ĕçлеме çеç чĕрĕ хăварса, чурана çавăрса ĕçлеттерсе пурăнăн». Вăт кам вăл оккупант!
Пĕлетпĕр, Хĕрлĕ çар, каярах совет çарĕ, йывăрлăхсене пăхмасăр, выçлăх-нушана чăтса нимĕç вăрă-хурахĕсене хамăр çĕршывран хăваласа ярса, пĕтĕм Европа халăхне чуралăхран хăтарнă. Пирĕн çарсем ют территорисене ярса илмен, йышăнман, ытти халăхсене пусмăртан ирĕке кăларнă. Европăри çĕршывсенче мирлĕ пурнăçа тытса пыма вăхăтлăха юлнă. «Оккупаци» сăмах совет çарĕ çумĕнче ан пултăр, пулмалла та мар тесе шутлатăп.
Çак пăшăрхантаракан ыйтупа нумай çынпа калаçрăм, нумай шутларăм, çынсемпе сÿтсе яврăм, вăхăт иртнĕ пулин те, хамăн шухăша пĕлтермесĕр чăтаймарăм. Пĕлтерÿ хăми çинчи «оккупаци» сăмаха чылайăшĕ сивлерĕç. Районти çарĕç комиссарĕ те çавнах каларĕ: «Эпĕ вĕсемпе тĕл пулса тĕрĕс мар çырнине асăрхаттарса каларăм», — терĕ.

В.РАЙКОВ,
Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *