Суббота, 4 февраля

Çыннăн ĕçĕ халăх çинче, ĕнен сĕчĕ чĕлхи вĕçĕнче

«Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕ — ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăх. Кунта ĕçченсем маттур, выльăх-чĕрлĕх йышлă.
Фермăра тăрăшакансем ĕçе ытти ял çыннисем тутлă ыйхăпа киленннĕ вăхăтра пуçлаççĕ. Вĕсен канлĕх çуккине пурте лайăх пĕлетпĕр. Ĕçченсемшĕн кану, уяв кунĕ те çук. Выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра тăрантармалла тата пăхмалла.
«Асаново» хуçалăха шăпах ĕç хĕрсе пынă вăхăта çитрĕмĕр. Александр Бахтеров председательпе ферма заведующийĕ Петр Никифоров, Надежда Карпова оператор маларахри кунсенче мĕн чухлĕ сĕт суса илнине сÿтсе яватчĕç, малашлăх плансене палăртатчĕç. Вĕсем ĕç кал-кал йĕркеленсе пынипе кăмăллă пулни те палăрчĕ.
— Хавхаланса ĕçлеме сăлтавĕ пур. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра кĕнĕренпех сăвăм пĕр шайра. Хальхи вăхăтра пĕр ĕнерен вăтамран талăкра 22 килограмм сĕт сăватпăр. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтри пекех, — терĕ ферма заведующийĕ.
Кăçалхи 11 уйăхра хуçалăхра пурĕ 11473 центнер сĕт суса илнĕ. Пĕр ĕнерен вăтамран 6953 килограмм сĕт сунă.
Пысăк хака тивĕçекен пахалăхлă выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илме пултарни çулталăк тăршшĕпех укçаллă пулма та май парать. Сĕтлĕ ĕне выльăхăн тупăшĕ тата ытларах — хуçалăх кассине куллен кĕмĕл кĕрет. Ахальтен мар «Асаново» ЯХПКра сăвăнакан ĕнесен хисепне тата сĕт туса илессине ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллеве асра тытса ĕне выльăха тăрантарма кăçал та çителĕклĕ таран пахалăхлă апат хатĕрлесе хăварнă. Хĕллехи рациона пĕлсе йĕркелемелли каламасăрах паллă. Ку чухне ĕне выльăха сахăрпа, протеинпа пуян апатсемпе — тĕш тырă сенажĕпе, пахалăхлă утăпа тăрантарассине тĕпе хураççĕ. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи вĕçĕнче», — тесе. Асанкасси ялĕн ферминче тăрăшакансем те çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Дояркăсем ир-ирех ĕне сума васкаççĕ пулсассăн, ытти ĕçченсем те хăйсене шанса панă ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе тимлеççĕ. Акă, Надежда Карпова оператор пулса тăрăшать. Вăл сĕте илсе çитерекен пăрăхсене, ятарлă холодильника пăхса тăрать. Ку ĕçе хуçалăхра автоматизацилеме тăрăшнă. Сунă сĕт тÿрех пăрăхсемпе сивĕтмĕше килет. Елена Калашникова — выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн яваплă. Родион Сергеев скотник пулса тăрăшать. Пĕчĕк пăрусене вара Галина Васильева пăхать. Ферма ĕçченĕсем шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар районта йĕркеленĕ Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче вĕсен тăрăшулăхне палăртса Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе наградăларĕç.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *