Четверг, 25 апреля

Çемье ачасемпе çирĕп

Юнкун «Çемье çулталăкĕ — 2019» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. «Çулталăк çемйи» конкурса республикăра 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. Çултан-çул ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ÿсет. 2004—2019 çулсенче пĕтĕмпе 2692 çемье конкурса хутшăннă. Кăçал вара 138 çемье хăйсен ăсталăхне пур енлĕн кăтартса пама килĕшнĕ.
Конкурса яланхиллех район, хула шайĕнче малтан йĕркелесе ирттереççĕ. Каярах вара мала тухнисем республика шайĕнче палăраççĕ. Регионта иртнĕ конкурс çĕнтерÿçисем Атăлçи федераци шайĕнче иртекен мероприятире республика чысне хÿтĕлеççĕ.
Чи маттур та ĕçчен, пултаруллă çемьесене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.
«Паянхи пурнăçшăн уяв çав тери пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ, конкурса çемьесем хапăл тусах хутшăнаççĕ. Çакă çемьесене çирĕплетме, йăли-йĕркисене упраса хăварма пулăшать», — тенĕ Михаил Игнатьев.
Кăçал республика конкур-сĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Шишовсен çемйи мала тухнă. Вĕсем çичĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Мăшăр пĕр-пĕринпе ки-лĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса 16 çул пурăнать.
Пирĕн район чысне конкурсра Киров поселокĕнче пурăнакан Красновсем хÿтĕленĕ. Татьянăпа Владимир тăватă ачана тивĕçлĕ воспитани парса ÿстереççĕ. Ачисене ĕçе хăнăхтараççĕ. Аслă ывăлĕ Артур ашшĕпе амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухма та ĕлкĕрнĕ, вăл — курсант, 2-мĕш курсра вĕренет. Тимур Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра, Степан 2-мĕш класра пĕлÿ пухаççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Ангелина «Колосок» ача садне çÿрет. Красновсен çемйинче пур ĕçе те пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Вĕсем конкурса та ыттисен пурнăçĕпе, аталанăвĕпе паллашас тесе хутшăннă. Республика шайĕнчи конкурсра чи маттур çемьесем пулнă. Вĕсем йышлă çемьесем, пĕрисем ĕçре, теприсем юрă-ташăра, виççĕмĕшĕсем алă ĕçĕнче маттур.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *