Вторник, 7 февраля

Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Дача участокĕ çинчи пĕчĕк çуртăн статусне улăштарса унран пурăнмалли çурт тума пулать-и?

Ыйтăва район прокурорĕн çумĕ А.В.Афанасьев хуравлать.

Хальхи вăхăтра саккун тăрăх çапла тума юрать. Садри çуртран пурăнмалли çурт тăвас тесен вырăнти хăйтытăмлăх органне çак документсене илсе пымалла:
— садри çурта пурăнмалли çуртсен йышне кĕртесси çинчен калакан заявлени /унта çĕр участокĕн кадастр номерне кăтартмалла/;
— садри çурта регистрацилени çинчен калакан куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен илнĕ выписка е харпăрлăх правине çирĕплетекен урăх документ;
— садри çурт пурăнмалли çурт-йĕрĕн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе пĕр килнине çирĕплетекен тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕ;
— енчен те садри çуртăн харпăрçисем темиçен пулсан, ытти харпăрçăсем те ăна пурăнмалли çурт-йĕре куçарма хирĕç маррине çирĕплетекен хут кирлĕ.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕ 45 кун хушшинче заявление пăхса тухса йышăну тăвать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *