Чăваш Ен – малти ретре

Чăваш Ен – малти ретре

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан ТОП-20 регион йышне кĕнĕ.
Раççей Федерацийĕн Правительстви 2019 çулта пысăк должноçри çынсен ĕçĕн тухăçлăхне тата ĕç тăвакан влаç органĕсен çитĕнĕвĕсене хакланă. Пĕтĕмлетÿ тăрăх, Раççей Федерацийĕнчи субъектсене пĕтĕмпе 45 миллиард тенкĕлĕх грантcем пайласа пама йышăннă. Рейтингра 1-мĕш вырăнтан пуçласа 50-мĕш вырăна тухнисене çеç пулăшу тивнĕ.
Чăваш Ен çак рейтингра хисеплĕ 17-мĕш вырăна тухнă. Федераци бюджетĕнчен Чăваш Республики 958 миллион та 686 пин тенкĕ илет. Палăртма кăмăллă: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата Чăваш Республикин Правительствин ĕçне РФ Правительстви çав тери пысăк хак панă. Ку вара мĕн пур халăха, регионта пурăнакансене малашне те çитĕнÿсемпе ĕçлеме тата та вăйлăрах хавхалантарса пырать.
Республикăра пурăнакансем ертÿçĕне шаннине, Раççей Федерацийĕн Президентне пысăк хак панине тĕпрен шута илнĕ. Граждансем валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлесе тăратнине, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ вăй илсе пынине, халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланнине, хулан хутлăхне лайăхлатассипе йышăннă ĕçсене пурнăçланине, çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтернине, экологи, вĕренÿ тата ытти сферăри çитĕнÿсене шута илнĕ.
Палăртса хăваратпăр: мĕн пур критерисемпе Чăваш Ен малтисен йышĕнче тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республика ытти субъектсемшĕн тĕслĕхре тесен те йăнăш пулмĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *