Суббота, 4 февраля

Тÿрĕ эфирта хуравланă

Тÿрĕ эфирта хуравланă

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче пулнă, халăхăн ыйтăвĕсем çине хурав панă. Республикăра пурăнакансем чылай ыйтăва хускатнă, вăл шутран «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаçатсене вулакансем те республика ертÿçинчен тĕрлĕ ыйтусем çине тÿрех хуравсем илнĕ.
Палăртмалла: виçĕ кун хушши тата эфир пуçланиччен тăтăшах ыйтусем республика Пуçлăхĕ патне килсе тăнă, çынсем хăйсене кăсăклантаракан лару-тăру пирки шăнкăравласа, электрон почтăсем çине ярса, социаллă сетьре çырса кăтартнă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ку хутĕнче 130 ытла ыйту республика Пуçлăхĕн ячĕпе килсе çитнĕ. Пĕр сехет çурă ытла тăсăлнă эфирта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 23 ыйту çине тÿрех хуравсем панă, хăшĕ-пĕрисене çирĕп тĕрĕслеве илнĕ.
2020 çулти республика правительствин приоритетлă çул-йĕрĕсем пирки сăмах пуçарнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев 2020 тата 2021—2022 çулсем валли республика бюджетне пăхса тухса çирĕплетсе хăварнине хыпарланă. Бюджетра яланхиллех социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама чылай укçа пăхса хăварнине асăннă вăл. Чăваш Республикин патшалăх программисемпе ĕçлеме çителĕклĕ тĕрев куçасса та пĕлтернĕ.
Сăмах май, эфир вăхăчĕпе усă курса Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионта пурăнакансене пурне те пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртсе пыма пысăк витĕм кÿнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. 2020 çулта республика хыснинче çак программăпа малалла ĕçлеме 270 млн тенкĕ уйăрнине асăннă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *