Пятница, 19 апреля

Район аталанăвне тÿпе хывнă

Ырми-канми ĕçĕпе районта çеç мар, республикăра та палăрнă Василий Алексеевич Белков ноябрĕн 28-мĕшĕнче 80 çул тултарнă пулĕччĕ. Шел пулин те, вăл 2015 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Василий Белков 1939 çулта Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă. 1955—1971 çулсенче «Россия» колхозра тĕрлĕ ĕç тăваканра, ферма заведующийĕнче, комбайнерта, кино кăтартакан мотористра, райпо сутуçинче ĕçленĕ. 1971—1978 çулсенче колхозра механикра, пахча бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. 1979 — 1980 çулсенче — Александровка ял Совечĕн председателĕ, 1981—1984 çулсенче — «Россия» колхоз председателĕн çумĕ, 1984—1991 çулсенче — Комсомольски райповĕн хатĕрлев кантурĕн директорĕ, 1991 — 2003 çулсенче «Искра» колхоз председателĕ пулнă.
Василий Алексеевич Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ. Ăна ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, тĕрлĕ медальсемпе наградăланă.
«Искра» колхоз «Россия» колхозран уйрăлса тухсан унăн тилхепине тÿрех Василий Белкова шаннă. Ун чухне колхозри лару-тăру питĕ йывăр пулнă. Председатель тăрăшулăхне, ĕçе йĕркелеме пĕлнине кура хуçалăх майĕпен ура çине тăнă, районти тата республикăри чи лайăх хуçалăхсен шутне кĕнĕ. Ăна лайăх кăтартусемшĕн пĕрре çеç мар дипломсемпе наградăланă. 2000 çулсенче «Искра» колхоз укçан премие тата ЧР Пуçлăхĕн ячĕпе паракан трактора тивĕçнĕ.
Василий Алексеевич пурнăçне ахаль пурăнса ирттермен, районăн социаллă тата экономикăлла аталанăвне вăл хăйĕн тÿпине хывма пултарнă. Пире унпа пĕрле нумай çул ĕçлеме тивнĕшĕн эпир чăннипех те мухтанатпăр.

ЧР АПК ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕ,

«Искра» колхоз правленийĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *