Понедельник, 26 февраля

Парăм коллекторсене куçмасть

Парăм коллекторсене куçмасть

Кăçалхи июлĕн 26-мĕшĕнче йышăннă Федераллă саккун тăрăх, РФ пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 155 тата 162 статйисене тата «Срокĕ тухнă парăма тавăрса панă чухне çынсен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси тата «Микрофинанс ĕçĕпе микрофинанс организацийĕсем çинчен» Федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă саккунăн 1 статйине улшăнусем кĕртнĕ.
Çапла июлĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн пуçтарăннă парăма виççĕмĕш сăпатсене /банксене е коллекторсене/ пама юрамасть. Кун пек тунисене ним пĕлтерĕшсĕр тесе йышăнаççĕ. Çак йĕркене ертсе пыракан тата ресурссемпе тивĕçтерекен компанисен, çурт-йĕрĕн харпăрçисен юлташлăхĕсен, потребительсен кооперативĕсен, йăлари хытă каяшсене тирпейлес енĕпе ĕçлекен регионаллă операторсен пăхăнмалла.

А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *