Пятница, 27 января

Ачана туртса илме пултараççĕ

Ачана туртса илме пултараççĕ

РФ Конституцийĕ тăрăх, амăшлăхпа ачалăх тата çемье патшалăх хÿттинче аталанаççĕ. Ачасене пăхасси, вĕсене воспитани парасси — ашшĕпе амăшĕн тивĕçĕ.
Енчен те вĕсем çак тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламаççĕ, ачан пурнăçне е унăн сывлăхне хăрушлăха лектереççĕ пулсан, РФ Çемье кодексĕн 77 статйипе килĕшÿллĕн опекăпа попечительлĕх органĕ ачана ашшĕ-амăшĕнчен туртса илме пултарать. Кун пек мерăна питĕ çивĕч лару-тăрура çеç йышăнаççĕ. Сăмахран, ачана çемьере тивĕçлĕ пек пăхмаççĕ, апат çитермеççĕ, шыв ĕçтермеççĕ е кăкăр ачине чылайлăха пĕчченех пăрахса хăвараççĕ пулсан, опекăпа попечительлĕх органĕсем çирĕп мерăсем йышăнаççех.
Ачан сывлăхĕ е пурнăçĕ мĕнле хăрушлăха лекнине палăртма унăн ÿсĕмне, сывлăхне тата ытти лару-тăрăва шута илеççĕ.

А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *