Суббота, 20 апреля

Çĕнĕ Указ хушма майсем парать

Çĕнĕ Указ хушма майсем парать

Декабрĕн 2-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тата ÿт-пĕвне аталантармалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă.

Унпа килĕшÿллĕн ачасене ишме вĕрентме хушма майсем туса параççĕ, çулсерен 15 пине яхăн ачана тÿлевсĕрех ишме вĕрентме планлаççĕ. Кун пек занятисем физкультурăпа спорт тата вĕренÿ организацийĕсенче иртĕç. Çавна май вĕсенчи медицина пункчĕсене ятарлă хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерме 18 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Унсăр пуçне 59 спорт инструкторне вĕрентме 885 пин тенкĕ кирлĕ пулĕ.
Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, шывра ишни ачан ÿт-пĕвне тĕрĕс аталанма пулăшать. Унсăр пуçне шыв çывăхĕнчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет.
Республикăри шкулсенче «Эпĕ ишме пĕлетĕп» проект пурнăçланать. 2014—2019 çулсенче пурĕ Чăваш Енре 7 бассейн тунă. Кăçалхи июнь уйăхĕнче Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри шывра ишессин федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕпе Игорь Горинпа «Шывра ишесси кашнин валли» программăна пурнăçа кĕртессине сÿтсе явнă. Вăл ачасене çеç мар, çи-тĕннисене те спортăн çак тĕсне явăçтарма тивĕç.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *