Пятница, 27 января

Çăхав çыриччен тĕрĕслемелле

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ çĕр саккунлăхне пăснă тĕслĕхсем чылай пулнине пĕлтерет.
Ытларах чухне граждансем хăйсен лаптăкне туртса илнĕ тесе кÿршисене çăхавлаççĕ. Анчах та кунашкал тĕслĕхсене тишкернĕ хыççăн нихăшĕн çĕрне те саккунпа йĕркене кĕртменни, чикĕсене туртса илнĕ тесе каламалли çук.
Çавăнпа та çăхав çыриччен малтан Управлени çĕр лаптăкĕсен чиккисене уйăрнипе уйăрманнине палăртма хушать. Кăна Росреестр сайтĕнчи кадастр картти çинче те тĕрĕслеме май пур. Çакăн валли шырав йĕркинче çĕр лаптăкĕн кадастр номерне çырмалла. Чикĕсене палăртнă-тăк, вăл кадастр картти çинче курăнĕ.
— Лаптăкăн чиккисене палăртма кадастр инженерне чĕнмелле. Межевани вăхăтĕнче вăл юнашар çĕрсемпе чикĕленнин йĕркине çирĕплетĕ, ун лаптăкне тĕрĕс палăртĕç. Сведенисене куçман пурлăхăн патшалăхăн пĕрлехи реестрне кĕртĕç, — пĕлтереççĕ Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнчен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *