Хисеплеме вĕренесчĕ

Çамрăк чухне вăй вĕресе çеç тăрать: йывăр ĕçсем хăратмаççĕ, пур çĕре те ĕлкĕрес, малтан мала талпăнас килет. Ватлăх алăкран шаккасан вара вăйсем чакни куçкĕрет, чылай чухне тухса çÿреме те йывăрланать. Çавăнпа та ватăсене хисеплеме, май пулсанах вĕсене пулăшма мĕн пĕчĕкренех вĕрентетпĕр те…
Çак кунсенче район больницинче пулма тÿр килчĕ. Тухтăра кĕтсе черетре чылай лартăм. Ман умра аллине туя тытнă пĕр ватă кинемейччĕ. Пичĕ пĕркеленчĕксем ăшне путнă, кĕлетки кукăрăлнă, туя çине тĕревленсе ларать. Ун çумĕнче тепĕр кинемей, ăна та сăнран пăхсан 8 теçетке çултан иртнĕ теме пулать. Вĕсемпе юнашар вара пĕр 40—45 çулхи хĕрарăм хăйĕн черечĕ çитессе кĕтсе ларать. Черет питĕ вăраххăн шунине кура чылай ларма тивет кинемейсен, анчах та вĕсем шарламаççĕ, чăтăмлăн кĕтеççĕ.
Унччен те пулмарĕ пĕр 50 çулсенелле çывхаракан хĕрарăм вĕçтерсе çитрĕ. «Эпĕ ыйтма çеç», — тесе тухтăр кабинетне кĕрсе çухалчĕ. Черетре ларакан кинемейсем ассăн сывларĕç: «Халь ку тепĕр çур сехет ларать ĕнтĕ», — тесе мăкăртатса илчĕç. Чăнах та, ыйтма çеç кĕрекенни тухма шутламарĕ те. Чылайран çеç вăл тухтăр кабинетĕнчен курăнса кайрĕ. «Эсир питĕ сĕмсĕрле хăтлантăр, аран-аран çÿрекен ватăсем тухтăра кĕтсе икĕ сехет ытла лараççĕ ĕнтĕ, эсир вара черетсĕрех чышăнса кĕтĕр», — чăтаймасăр каласа хутăм хĕрарăма. Вăл хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ те часрах тухса шурĕ.
Тем темелле: ватăсене хисеплеме вĕрентменни-и ку е хăйне «эп кам» тени… Калама хĕн. Епле пулсан та, таврари çынсене хисеплеме вĕренесчĕ. Хамăр та часах кинемейсемпе мучисен çулне çитĕпĕр вĕт.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *