Вторник, 23 апреля

Ламран лама куçать ĕçченлĕх, тăрăшулăх

Çĕр çинчи ĕç, ял пурнăçĕ хăшпĕр çамрăксене паллах илĕртмест. Ку вăхăтра ялта пурăнас тесен пур услови те çитет, анчах ĕç çуккипе çамрăк çемьесем е район центрне, е хулана пурăнма тухса каяççĕ. Унчченхи вăхăтра ял урамĕсем юрă-кĕвĕпе кĕрлесе тăнă пулсассăн, халь ялта вилнĕ çын çинчи пек шăплăх… Ял та пĕчĕккĕн ватăлса пырать. Çапах та çĕр ĕçне чунтан парăннă, ял пурнăçне юратакан çамрăксем те çук мар-ха. Тĕслĕхрен, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса кунтах тĕпленнĕ, мĕн ачаранпах çĕр ĕçне юратакан Светлана Витальевна Белкова çинчен ман сăмахăм.
Унăн ашшĕпе амăшĕ Ольгăпа Виталий Белковсем пилĕк ачана кун çути панă. Светлана ашшĕ хисеплĕ те тĕреклĕ йăх-тымартан. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен хушма ячĕ «Тимĕр». Витя тетесен ашшĕ-амăшĕ выçлăхне те, вăрçине те курнă, çапах та пур нушана та çĕнтерсе тухнă, ялти ĕçчен те хисеплĕ çынсем шутланнă. Çак йăхран йăха куçса пыракан хисеп паянхи кунчченех упранать.
Çемьере Светлана — ачасенчен чи асли. Вăл асламăшĕн, ашшĕ-амăшĕн юратăвĕпе çитĕннĕ.
— Ача чухне хамăр касри вĕт-шакăрпа кайăк ÿксе вилсессĕн те хĕрес тусах пытараттăмăр, шелленипе пурте йĕреттĕмĕр, — ачалăхне аса илет Светлана. Хĕрачан амăшĕ «Восток» колхоз ферминче дояркăра ĕçленĕ. Андрей шăллĕпе уроксем хыççăн, май пулнă таран, амăшне пулăшма çÿренĕ. Çуллахи кану вăхăтĕнче колхоз пайĕсем çинче çум çумланă, утă пухнă, тырă алланă. 11-мĕш класран вăл лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Шупашкарти 1-мĕш училищĕре вĕренсе «Коммерческий агент» специальноçпа алла диплом илнĕ. Хула пурнăçне кăмăлламан пирки пике каялла яла таврăннă. Тăван тăрăха таврăнсан нумай шутласа тăман, «Восток» колхоза дояркăна ĕçлеме вырнаçнă. Çамрăк хĕр ирхине ирех тăрса, пилĕк çухрăмра вырнаçнă фермăра 12 çул ырми-канми тăрăшнă.
Пулас мăшăрĕпе Алексей Анатольевич Гавриловпа вĕсем Чĕмпĕр облаçĕнче паллашнă. Мăшăр ывăлпа хĕр ÿстерет. Хальхи вăхăтра Никита ывăлĕ Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Дарья хĕрĕ Хырхĕрри пĕтĕмĕшле тĕп шкулĕнче 7-мĕш класра пĕлÿ пухать.
Ял çынни ура çине ир-ирех тăрать те, кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пуçтарать, кайран фермăна утать е уй-хирти ĕçе кÿлĕнет. Хĕрарăмăн вара, килте те, ĕçре те ĕлкĕрмелле, çемьери ыйтусене уçăмлатмалла, ачасене тĕрĕс воспитани памалла. Ĕçчен çын хăйĕн валли пур çĕрте те ĕç тупать. Мĕнле калаççĕ-ха: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр». Чăнахах та, пултаруллă хĕрарăм нимĕнле ĕçрен те ÿркенсе тăман, фермăра та çамрăклах вăй хунă, колхоз уй-хирĕсенче те тĕрлĕрен ĕç тунă. Хастарлăхне кура Светланăна 1-мĕш бригада бригадирне суйланă, каярахпа тырă хуракан склад заведующине лартнă. Ĕçĕ епле, яваплăхĕ те çапла.
26 çул ĕçлет Светлана Витальевна «Восток» колхозра. Унăн бригадинче пурĕ 16 çын вăй хурать. Чи хĕрÿ ĕç — тырă акса, пуçтарса, алласа, пÿлмене кĕртнĕ вăхăтра.
— Унччен кĕрхи-çурхи ĕçсене 14—15 çын хутшăннă пулсан, халь тырă тасатса кĕртнĕ çĕрте 8 çын ĕçлет. Вĕсенчен 4-шĕ пенсие кайнă çынсем, — сăмаха тăсать хĕрарăм. Вăл йышпа тăвакан ĕç хакне, пĕрлехи ÿсĕмре кашнин сумлă тÿпи пуррине лайăх ăнланса хаклама вĕренсе çитнĕ. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ йĕркелесе пырать. Çакăн пек тăрăшуллă çынсем ĕçленипе «Восток» ЯХПК малтан мала аталанса пырать. «Ĕçне кура — хисепĕ», теççĕ. Чăнах та, Светлана Витальевна нумай çул хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕшĕн кăçал Чăваш Республикин Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă. Ĕçчен хĕрарăм хăйĕн мăшăрĕпе тата ачисемпе икĕ хутлă капмар çуртра пурăнать. Светланăсен хуçалăхĕ тĕреклĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчара тĕрлĕ тĕслĕ çимĕç çи-тĕнтереççĕ. Хăй ерçеймен чухне ăна ачисем пулăшаççĕ.
Паллах, пурте çакăн пек ĕçчен те маттур çуралаймаççĕ çĕр çине. Светлана Витальевнăн вара ламран лама куçакан ĕçченлĕх, тăрăшулăх пур. Малашнехи пурнăçра Белковсене Çÿлти Турă вăй-хăват, сывлăх, çемьере килĕшÿ патăр, ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшса, çулĕсене уçса пытăр.

Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *