Пятница, 19 апреля

Каçал тăрăхĕ «Каçал ен» вулатăр!

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем те «Каçал ен» хаçата вулама юратаççĕ. Район хаçатне пĕччен мар, ушкăнпа вулаççĕ. Интереслĕ, кăмăла каякан материалсене вара çийĕнчех сÿтсе яваççĕ. Вăл çеç-и? Хăйсем шăрçаланă хайлавсем тухасса та чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. «Хаçат страницисенче пичетленнĕ заметкăсене курсассăн савăнаççĕ, ентешсем пирки те кăсăклансах вуласа пĕлеççĕ», — пĕлтерет пире Анна Матросова обществăлла корреспондент. Хаклă вулакансем, эсир район хыпарçине вулама кăмăллатăр-и тата ăна çитес çурçуллăх валли çырăнма манман-и? Маннă пулсассăн — çырăнма васкăр!
Декабрĕн 2—12-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару декадинче кăна «Каçал ен» хаçата йÿнĕрех çырăнма пулать. Унăн хакĕ — 418, 38 тенкĕ. Эсир çак тапхăрта 40 тенкĕ ытларах перекетлетĕр.
418 тенкĕ те 38 пуспа мĕн туянма пулать? Чун ыйтакан тĕрленчĕксене, илемлĕ сăнÿкерчĕксене, ăшă уяв саламĕсене, усăллă канашсене ку хакпа ниçта та туянма çук. Почтальонсем вара ăна килех илсе килсе параççĕ. «Каçал ен» хаçата çырăнма кăна ĕлкĕрĕр.

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *