Суббота, 20 апреля

Ветерансем канашларĕç

Ветерансем канашларĕç

Нумаях пулмасть район администрацийĕн ларусен залне районти ветерансен совечĕ тата ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен /пенсионерĕсен/ организацийĕсен председателĕсем черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç.
Чи малтанах ветерансем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов тухса калаçрĕ. Вăл районти ялсене хăтлăлатас ĕçсем мĕнле пулса пынипе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ И.Н. Лепешкина сăмах илчĕ, район мĕнле аталанса пыни çинчен каласа пачĕ.
Районти ветерансен совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев ветерансен пуçламăш организацийĕсенче отчет пухăвĕсем тата Ватăсен кунĕ мĕнле иртнипе паллаштарчĕ.
Канашлура çитес çул Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа ирттермелли мероприятисем тата ытти ыйтусем тавра та калаçрĕç.
Ю.ТИМОФЕЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *