Василий Пословский район прокуратурин коллективне çĕнĕ çурта куçнă ятпа саламларĕ.
— Паян пирĕншĕн, пуриншĕн те савăнăçлă пулăм. Эпир Комсомольскинчи прокуратурăн çĕнĕ çуртне хута яратпăр. Çакă ĕçченсемшĕн те, кунта килсе çÿрекенсемшĕн те — пысăк парне. Çуртра ĕçлеме, çынсене йышăнма пур услови те пур: уйрăм пÿлĕмсем, йышăну пÿлĕмĕ, конференц-зал. Ĕçченсемшĕн — çак паянхи кун чăннипех те кирлĕ çурт. Ăна хута яма тÿпе хывнă кашни çынна тав тăватăп, — терĕ саламласа Василий Митрофанович.
— Прокуратура çурчĕ хута кайни район историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлать. Çак пулăма ĕçченсем, район çыннисем чылайранпа кĕтнĕ. Паян ĕмĕт пурнăçланчĕ. Пирĕн умра — илемлĕ те хăтлă çурт. Саламлатăп, — терĕ Александр Осипов.
Олег Васильев чи малтанах прокуратурăн халĕ çĕнĕ çурт пурришĕн савăннине пĕлтерчĕ. Палăртнине ĕçе кĕртме пулăшнăшăн пурне те тав турĕ.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пуçтарăннисем прокуратура çуртне кĕрсе пÿлĕмсенче пулчĕç. Çурта паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшсе тăмалла тунă. Кунта граждансене йышăнма, видео çыхăну мелĕпе канашлусем, тĕлпулусем ирттерме пур услови те пур. Апла пулсассăн район çыннисене пĕлсе тăма асăрхаттарса хăваратпăр: прокуратура ĕçченĕсем халĕ çĕнĕ çурта куçнă. Унăн адресĕ — Пришкольная урамĕ, 3-мĕш çурт /»Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ тата налук инспекцийĕ çумĕнче/.
А.ЕФРЕМОВА.