Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ чухне коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхаттарас, тупса палăртас тата пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Çакăн пирки ларура ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра предпринимательсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет, çав шутра субсиди парса та. Финанс пулăшăвне тивĕçнисен ку укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла, çакăн пирки отчет памалла. Субсидипе килĕшÿре палăртнă тĕллевсемпе усă курмасан ăна каялла тавăрса пама тивет. Михаил Игнатьев патшалăх пулăшăвне тивĕçекен предпринимательсен хăйсем çине илекен обязательствăсене вăхăтра пурнăçламаллине аса илтернĕ.
Социаллă сфера органĕсемпе учрежденийĕсенче коррупципе кĕрешес ĕçе мĕнле йĕркеленипе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов паллаштарнă. Ларура ытти ыйтăва та пăхса тухнă.