Пятница, 19 апреля

«Яблочный» сĕткен – чи тутли

Ноябрь уйăхĕнче Пахалăхăн пĕтĕм тĕнчери кунне уявлаççĕ. Ăна пĕрремĕш хут 1989 çулта паллă тунă. Çак кунсенче вара Шупашкарта регионсен хушшинчи XV «Ăнăçлă бизнесăн стратегийĕ тата практики» форум иртнĕ. Унта тĕрлĕ предприяти-организаци ертÿçисем, бизнесменсем, влаç органĕсен представителĕсем хутшăннă.
«Предприятисемпе организацисене тата бизнеса ертсе пынин пахалăхĕнчен, производство пахалăхĕнчен нумай чухне халăхăн пурнăçне лайăхлатасси те килет, çакă пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать», — тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форумра.
Мероприятире «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн социаллă яваплăх енĕпе паракан премийĕ» тата «Чăваш Республикин пахалăх марки» республика конкурсĕсен, Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» программа-конкурсăн ларуреачĕсене чысланă. Çак йыша районти «Кооператор» ООО кĕме пултарнă. Производство комбиначĕ хатĕрлекен «Яблочный» сок — Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ»конкурсăн лауреачĕ, «Яблочный» нектар дипломант пулса тăнă. «Кооператор» ООО директорне Мансур Ямалиева «Пахалăх облаçĕнчи аталанушăн» хисеп паллипе наградăланă. Чăннипех те, пысăк çитĕнÿ. Районта хатĕрлекен панулми сĕткенне пысăка хурса хаклаççĕ, апла пулсассăн вăл — паха продукци.
/ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *