Аннесен ячĕпе – пысăк уяв

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Анне кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Уява республикăри Хĕрарăмсен союзĕн, Ашшĕсен канашĕн членĕсем, республикăри муниципалитетсенчи пĕрлешÿсен хастарĕсем тата ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратса воспитани парас ĕçре тăрăшакансем хутшăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев амăшĕсене çăмăлах мар ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн мухтаса тав тунă. «Çак чуна хумхантаракан уяв çепĕçлĕхпе тата ăшă туйăмлăхпа палăрса тăрать. Пиртен кашниех аннен хаклă та çутă сăнарне мĕн пĕчĕкрен хăйĕн чĕринче упрать. Анне пире яланах ăнланать, каçарать, ачашлать, шеллет тата ниме пăхмасăр пĕтĕм чунтан юратать», — тенĕ вăл саламласа.
Уявра яланхиллех хисепе тивĕç нисене наградăсем парса хавхалантарнă, виçĕ çемьене медицина хатĕрĕ туянма май паракан сертификатпа чысланă.
Пуçтарăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Хĕрарăмсен союзĕн Чăваш Енри обществăлла организацийĕн председателĕ Алевтина Федорова, регионти Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Мурыгин ăшшăн саламланă, пурне те ырлăх-сывлăх, çĕнĕ пуçарусем, ăнăçу суннă.
Республикăри уява районти Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем те хутшăннă. Çак йышра ачисене тивĕçлĕ воспитани паракан, маттур та пултаруллă хĕрарăмсем. Канаш председателĕ, районти тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова пĕлтернĕ тăрăх Анне кунĕнче «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн заведующине Алена Овиковна Поляковăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав хучĕпе наградăланă. Алена Полякова халăх музейĕнче ĕçе кÿлĕннĕренпе 20 çул çитнĕ. Çак вăхăтра вăл музейра тĕрлĕ выставкăсем йĕркелеме, обществăлла ĕçе хастар хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Вăл маттур та пуçаруллă ĕçчен. Çакна ĕçтешĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. Алă ăстисемпе те вăл яланах тачă çыхăнура. Вĕсен ĕçĕсенчен çынсене илсе çÿрекен автомашинăсем çинче те пĕрре кăна мар курав йĕркеленĕ.
Аннесене халалланă уяв концертпа вĕçленнĕ.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *