Район прокуратури Т.Г.Мухина индивидуаллă предприниматель йывăç хатĕрленĕ чухне çутçанталăк сыхлавĕн тата вăрман саккунлăхĕн хушăвĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Т.Г.Мухина индивидуаллă предприниматель подряд тата суту-илÿ килĕшĕвĕсем тăрăх Комсомольски участок лесничествинче вăрман касас енĕпе ĕçлет. Тĕрĕслев кăтартса панă тăрăх, предприниматель РФ Вăрман кодексне, вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене, подряд тата суту-илÿ килĕшĕвĕсен положенийĕсене пăсса вăрман участокне йывăç юлашкисенчен пĕтĕмĕшлех тасатман. Çакă вăрманта пушар тухас хăрушлăха ÿстерет.
Ку тĕслĕх тăрăх район прокуратури административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă, Т.Г.Мухина индивидуаллă предпринимателе асăрхаттару панă.