Взятка пама хăтланнă

Взятка пама хăтланнă

Район прокурорĕ 49 çулхи гражданина хирĕç айăплава çирĕплетнĕ. Ăна службăри ултавшăн тата должноçри çынна взятка пама тытăннăшăн айăплаççĕ.
Следстви вăхăтĕнче çакă палăрнă: Чĕчкенти ветеринари участокĕн заведующийĕ кăçалхи март-май уйăхĕсенче хăйĕнпе юлташлă çынна темиçе хутчен те выльăха ветеринари тĕрĕслевĕ витĕр кăларни çинчен калакан суя ветеринари справкисем çырса панă. Çак справкăсемпе усă курса мăйракаллă шултра выльăха районти выльăх пусакан пунктсене панă.
Çак преступленисемшĕн явап тытассинчен хăтăлас тесе айăпланакан РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн уголовлă шыравăн оперуполномоченнăйне 50 пин тенкĕ взятка пама хăтланнă. Анчах та полици ĕçченĕ взяткăна илмен, саккуна пăсакан тĕслĕх çинчен полици уйрăмĕн ертÿлĕхне пĕлтернĕ.
Уголовлă ĕçе Елчĕк район судне ярса панă, йĕркене пăсакана 8 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *