Четверг, 18 апреля

ТАВРАЛĂХШĂН ТĂРĂШАР

Пурăнатăп эп ялта,
Савнă Чăваш Енĕмре,
Киленетĕп пурнăçпа,
Тавралăхри илемпе.
Ял хушшинчи йăмрасем
Каш кашлаççĕ кунсерен.
Çÿл тÿпери кайăксем
Юр юрлаççĕ ирсерен.
Йĕплĕ чĕрĕп акă, кур,
Чĕпписем патне васкать.
Пакша сарă мăйăрне
Хăй йăвине тултарать.
Ялан пултăр çак илем,
Савăнтартăр çынсене.
Чĕрчунсем те кайăксем
Ан чыхăнччăр тĕтĕмпе.
Пурте пĕрле кар тăрар,
Тавралăхшăн тăрăшар,
Çамрăк хунавсем лартар,
Сив çăлкуçне те упрар.

Кристина МЕДВЕДЕВА.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *