Пятница, 3 февраля

Пурнăç хăй еккипе шăвать

Мĕн пĕчĕкрен шофер пулма ĕмĕтленеттĕм. Хĕсмете кайса килнĕ хыççăн пĕр вунă çул пулĕ шоферта, гараж заведующийĕнче вăй хутăм. Райпо председате- лĕнче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухасса нихăçан та шутлама пултарайман. Пурнăç мĕнле çаврăнса тухасса пĕлме çук çав, — пуçларĕ калаçăва Евгений Карпеев эпир ăна хаçат тĕпелне йыхравласан. Ахальтен мар эпир унпа тĕл пулма шутларăмăр — вăл çак кунсенче юбилейне уявлать.
Евгений Карпеев йывăр вăхăтра — 1944 çулта — Александровка ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хаяр вăрçă кĕрленĕ чухне вăл сăпкари пепке çеç пулнă-ха. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çынсен арканнă çĕршыва çĕнĕрен ура çине тăратма чылай тăрăшма тивнĕ, ял çыннисем те иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен ĕçре пулнă.
— Ман вăхăтри çынсен ачалăхĕ çăмăл килмен ĕнтĕ. Апат-çимĕç хальхи пек çителĕклĕ пулман, мĕн пĕчĕкрен колхозра ĕçлеме пикеннĕ. 9 çултан пуçласа эпĕ çуллахи вăхăтра колхоз ĕçне çÿренĕ, шăпах çак ÿсĕмрен манăн ĕç стажĕ пуçланнă. Ял тăрăх чупса çÿреме пирĕн вăхăт пулман, — аса илет Евгений Иванович.
Çитĕнсен вăл автомеханика вĕренсе тухнă, тăван ялĕнчи «Россия» колхозра вăй хунă. Ĕçчен те тăрăшуллă пулнине кура ăна Горький хулинчи партин аслă шкулне вĕренме янă, алла диплом илсе таврăнсан колхоз председателĕ пулма суйланă. Председателе лартсанах Евгений Карпеевăн хăйне евĕр тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ: 1981 çул ял хуçалăхĕшĕн йывăр килнĕ, пур çĕрте те пĕчĕк тухăç çеç илме пултарнă.
— Тĕштырăсен вăтам тухăçĕ кашни гектартан 6 центнерпа, çĕрулмин 30 центнерпа танлашнăччĕ. Колхозăн выльăх-чĕрлĕх нумай пулнă, вĕсене тăрантармалла-çке-ха, ĕçлекенсене те тырăпа тивĕçтермелле. Республикипе çÿресе выльăх апачĕ пуçтартăмăр, темле йывăр пулсан та выльăх шутне чакармарăмăр, халăха та ĕçленĕшĕн тÿлесе татма май тупрăмăр. Çакăн хыççăн мана халăх шанма пуçларĕ, — сÿтет асаилÿ çăмхине Е.Карпеев.
«Россия» колхоз районта чи пысăкки пулнă, пур енĕпе те аван ĕлкĕрсе пынă. Тыр-пул, пахча çимĕç туса илессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çеç мар, строительство ĕçĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Фермăсем, мастерскойсем, магазинсем, клубсем, ача сачĕсемпе шкулсем хăпартнă, ялсене аталантарма, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма тăрăшнă. Колхоз ĕçченĕсене тăрăшнине кура аванах пысăк ĕç укçи парса хавхалантарнă.
Вунă çул çак должноçра тăрăшнă Евгений Иванович, унтан ăна Комсомольски райпоне ертсе пыма шаннă. Ĕçрен хăраса ларманскер, тăрăшулăхпа, пултарулăхпа палăрнăскер, вăл тÿрех çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. 27 çул çак должноçра вăй хунă Евгений Карпеев, райпо тытăмне аталантарас, анлăлатас тесе ырми-канми тăрăшнă.
Çак çулсенче райпо тытăмне кĕрекен магазинсен сăн-сăпачĕ, вĕсенчи ассортимент палăрмаллах улшăннă. Чылай магазинсене, апатлану вырăнĕсене реконструкциленĕ е тĕпрен юсанă, тĕрлĕ продукци туса кăларассине анлăлатнă, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пысăк пахалăхлă таварсем туса кăларма тытăннă. Райпо тытăмне кĕрекен предприятисем районта чылай, вĕсенчен кашниех аталану çулĕпе çирĕппĕн утнă.
— Çитĕнÿсем тăвас тесен коллективра туслăн, ки-лĕштерсе ĕçлемелле. Мана ĕçтешсемпе ăнчĕ тесе калас килет. Людмила Сорокинапа, Минезия Ямалиевăпа, Физикать Абитовпа эпир нумай çул çума-çумăн ĕçлерĕмĕр, пĕрле тăрăшса чылай çивĕч ыйтăва татса пама май тупрăмăр. Халĕ райпо тилхепине Светлана Грачева тытса пырать. Ун пирки те лайăххи çеç калас килет. Эпĕ ĕçлеме пăрахнăранпа икĕ çул иртрĕ. Çак хушăра райпо умне лартнă тĕллевсене тивĕçлĕн пурнăçласа пыни курăнать. Малашне те ăнăçлăн ĕçлесе пыма сунатăп, — тет Евгений Иванович.
Сăмах май, вăл халĕ те райпо ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. Комсомольски райпо совечĕн членĕ пулнă май, ларусене хутшăнать, сĕнÿ-канашпа пулăшать.
— Пирĕн халĕ çамрăксене çул памалла. Пурнăç вăл хăй еккипех шăвать, райпо, район аталаннине курса тăма питĕ кăмăллă. Малашне те тăван районăмăрăн пуласлăхĕ çутă пуласса шанатăп, — пытармасть шанăçне нумай çул райпо председателĕнче çеç мар, район пуçлăхĕнче те тăрăшнă Евгений Карпеев.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *