Кăсăя- илемлĕ кайăк

 Тĕрлĕ çĕршывра çулсерен палăртакан хăйне евĕр уявсем пур. Сăмахран, Испанире — Сурăхсен кунне, Раççейре — Пăлансен кунне уявлаççĕ, Мексикăра кашни çулах ашаксен фестивалĕ, Францире улиткăсен карнавалĕ иртет. Раççейре темиçе çул каялла Кăсăя кунне уявлама тытăннă. Çак куна ноябрĕн 12-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Ĕлĕкренех çынсем асăрханă: ноябрĕн 12-мĕшĕнче пирĕн патра хĕл каçакан вăрман кайăкĕсем ялсемпе хуласене вĕçсе килеççĕ. Кăсăя — пирĕн çĕршывра анлă сарăлнă вĕçен кайăк. Ăна мĕн авалтанах хисепленĕ. XVII ĕмĕрте патша кăсăясене вĕлерме юраманни çинчен Указ йышăннă. Указа пăхăнмасăр кайăка вĕлернĕ çынна пысăк штраф тÿлеттернĕ.
Кăсăя — хăйне евĕр илемлĕ, сарă пĕсехеллĕ пĕчĕк кайăк. Кăсăясен тĕсĕсем — 60 ытла, вĕсем пĕр-пĕринчен пысăкăшĕпе, тĕсĕпе тата ытти паллăсемпе уйрăлса тăраççĕ. Вĕçен кайăксем час-часах ушкăнпа вĕçсе çÿреççĕ, йывăç хăвăлĕсенче йăва çавăраççĕ, çуркунне тата çулла чĕпĕ кăлараççĕ. Чĕпписене вĕсем лĕпĕш хурчĕсемпе, вĕт шăнасемпе, нăрăсемпе, эрешменсемпе тăрантараççĕ.
Çуллахи вăхăтра кăсăясемшĕн апат тупса çиесси йывăр мар. Вĕсем йывăç хуппи айĕнчи хурт-кăпшанкăсене те кăларса çиеççĕ, йывăçсен вăррисемпе, çырласемпе тăранаççĕ. Хĕлле вара кăсăясен апат тупса çиесси йывăрланать. Çавăнпа вĕсем çын пурăнакан вырăнсем патнелле куçаççĕ, сырăшсем çине хурса паракан апатпа хаваспах сăйланаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *