Вторник, 23 апреля

Тинех уйра ĕçсем вĕçленчĕç, эс савăн та мухтан паян

Тинех уйра ĕçсем вĕçленчĕç, эс савăн та мухтан паян

Çĕр ĕçĕ — чи авалхисенчен пĕри, вăл — пурнăç тыткăчи. Хресчен пĕтĕм халăха тăрантарать. Юратса тăрăшсан çĕр кÿрентермест, тыр-пул, выльăх апачĕ те тулăх çитĕнеççĕ. Ахальтен-и «Сĕтел çинче çăкăр пулсассăн — пурăнатпăр», — тетпĕр. Çăкăр пулсассăн юрă та çуралать, уяв та пулать. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне кĕр вĕçĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна ноябрĕн 8-мĕшĕнче районти культурăпа кану цент-рĕнче уявларĕç. Ĕçре чи маттуррисене, тăрăшуллисене чысларĕç. Шăпах хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ÿсĕмĕсем пысăк.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем мĕнле тăрăшнипе район администрацийĕн экономика, çĕр, пурлăх хутшăнăвĕсен тата ял хуçалăхĕпе экологи уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина туллин паллаштарчĕ. Ÿсĕмсем пуррине цифрăсем çирĕплетеççĕ.
Районти хуçалăхсенче çĕрулми япăх мар çитĕннĕ. Пухса кĕртнĕ «иккĕмĕш çăкăра» чылай хуçалăхра управа хунă, ăна çуркунне сутлăха ярсан аванрах пулнине пурте лайăх пĕлеççĕ.
Уява пухăннă ĕçченсене район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов саламларĕç, малашне тата та ÿсĕмлĕрех, кăтартуллăрах ĕçлеме ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç.
— Сирĕн ĕçĕр пархатарлă та яваплă. Эсир тăрăшуллă пулнăран кăçал уй-хир культурисем, аш-какай, сĕт-çу продукчĕсем аван туса илтĕмĕр. Чыс та мухтав сире. Малашне те çирĕп вăй-халпа ĕç-лесчĕ, кăтартусене татах та ÿстересчĕ, — терĕ Александр Николаевич.
Район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин та пуçтарăннисене уявпа саламларĕ. «Сирĕн ĕçĕр чи пархатарли. Эсир çĕрĕн чĕлхине пĕлетĕр. Хăвăра шаннă ĕçе чунтан парăнса пурнăçлатăр», — терĕ Хасиятулла Семигуллович.
Ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисен, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе наградăларĕç, парнесемпе чысларĕç. РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне «Искра» колхозра тăрăшакан В.И.Зайцевăпа С.М.Мартынов тивĕçрĕç.
Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарассишĕн нумай çул тăрăшнăшăн Т.Н.Антоновăна («Восток» ЯХПК» ĕçченĕ»/, Д.В.Говорова (Н.Самарин фермер хуçалăхĕ/, С.Н.Грачевăна (райпо канашĕн председателĕ/, Ю.Н.Емельянова, В.Б.Жукова, А.П.Павлова («Слава картофелю» агрофирма/, Т.Н.Емельяновăна, Л.В.Ивановăна, Н. Г.Ильина («Асаново» ЯХПК/, М.В. Ильинана, А.В.Ишмуратова, Н.В.Кокшина («Искра» колхоз/, О.Н.Кузьминана («Рассвет» ЯХПК/, О.В.Малышевăна, А.Н.Петрова («Восток» ЯХПК/, С.Ю.Падюкина («Слава» ЯХПК/ ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисем наградăларĕç. Çавăн пекех райпо коллективне ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. «Кооператор» ОООна Пĕтĕм тĕнчери «Хлеб — ты мир» форума хутшăннăшăн РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе тата «Ылтăн кĕркунне—2019» выставкăра пулнăшăн Дипломпа чысларĕç.
Муниципаллă пĕрлешÿсен Пĕтĕм Раççейри конгресĕн Хисеп грамотипе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Александр Краснова тата Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхне Анатолий Воробьева саламларĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн Тав хучĕсене «Восток» ЯХПК комбайнерĕ Г.Г.Бормотин, «Дружба» ЯХПК тракторисчĕ Е.В. Долгов, «Слава картофелю» агрофирма механизаторĕ Л.Г.Ильин, «Асаново» ЯХПК бухгалтерĕ Т.М.Кизюкова, «Рассвет» ЯХПК доярки Т.В.Прокопьева тивĕçрĕç.
Ял хуçалăх производствине ăнăçлă ертсе пынăшăн, тупăшлă ĕçленĕшĕн «Рассвет» ЯХПК ?председателĕ М.Афанасьев/ — 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ А.Бахтеров ертсе пыракан «Асаново» ЯХПК, виççĕмĕшĕ — «Искра» колхоз ?председателĕ А.Зайцев/.
100 гектар çĕр пуçне илнĕ тырпул тухăçĕпе «Слава картофелю» агрофирма 1-мĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта — «Рассвет» ЯХПК, виççĕмĕш вырăнта — «Дружба» ЯХПК.
Выльăх ĕрчетессипе тата унран продукци илессипе те районта нумай ĕçлеççĕ. 9 уйăхри чи лайăх кăтартусем «Слава» ЯХПК-ра. Ку енĕпе «Рассвет» ЯХПК — иккĕмĕш, «Искра» колхоз виççĕмĕш вырăнта. Фермерпа хресчен хуçалăхĕсене илес пулсассăн, чи лайăх ĕçлекеннисем Григорий Атласкин тата Владимр Белкин фермерсем. Чи лайăх продукци туса илекен организацисенчен «Кооператор» ООО — чи маттурри. Ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлессипе райпо малта пырать.
Уявра юрри-ташши те нумай пулчĕ. «Каçал», «Кубняночка», «Мишар» халăх ансамблĕсем, районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, Хырхĕрри, Александровка ял тăрăхĕсен артисчĕсем, уйрăм юрăçсем чăваш, вырăс, тутар юррисе- не шăрантарчĕç, ташăсемпе савăнтарчĕç.
Кăçал культурăпа кану центрĕн фойинче йĕркеленĕ выставка çав тери пуяннине палăртма кăмăллă. Кунта районта хатĕрлекен тĕрлĕ продукцие хаклама çеç мар, вĕсене тутанса пăхма та май пулчĕ.
Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Савăнма та, канма та, ыттисен паха опычĕпе паллашма та вăхăт пулчĕ. Ĕнерхи уявăн ырă енĕ вăл — пурте пĕрле пуçтарăнса çулталăк хушшинче тунă ÿсĕмсене пĕтĕмлетни, мухтавлă çынсемпе тĕплĕнрех паллашни, малашне çитĕнÿсем тума кашни çынра ăнтăлу çуратни.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *