Четверг, 9 февраля

«Кооператор» 45 çулта

«Кооператор» 45 çулта

 

«Кооператор» ООО туса кăларакан продукцие районта çеç мар, республикăра та питĕ лайăх пĕлеççĕ. «Кунта хатĕрлекен лимонад ачалăха аса илтерет», —палăртаççĕ район çыннисем. Çак кунсенче «Кооператорсем» предприяти ĕçе пикеннĕренпе 45 çул çитнине уявлама пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ тутăллă лимонадсем, минераллă шывсем, улма-çырла сĕткенĕсем, кондитер изделийĕсем… Предприяти туса кăларакан ассортимент чăннипех те пуян. Экологи тĕлĕшĕнчен таса, тĕнчери пахалăх стандарчĕсене пăхăнса хатĕрленĕ продукцие районти ялсене, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсатаççĕ. Пĕр-пĕр хулари магазина кĕрсен «Кооператорсен» продукцине куратăн та чунра ăшă пулса каять: «Ку тавара пирĕн районта туса кăларнă, çавăнпа вăл питĕ тутлă та пахалăхлă», — тесе мухтанас килет.
Савăнăçлă мероприятие производство комбинатĕнче ĕçлекенсем çеç мар, хаклă хăнасем те килсе çитрĕç. Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Валерий Павлов «Кооператорăн» историйĕпе паллаштарчĕ, унăн малтанхи утă-мĕсенчен пуçласа паянхи кунччен мĕнле пысăк улшăнусем пулса иртни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех вăл организацие хаклă парнесемпе чысларĕ, малашне те çитĕнÿсен çулĕпе утма сунчĕ.
Предприяти мĕнле ĕçлесси, паллах, унта тăрăшакансенчен чылай килет. Çавна май лайăх кăтартусемпе палăрнă ĕçченсене те чысларĕç.
Уява килнĕ хăнасем салам сăмахĕсемпе чылайăн тухса калаçрĕç, «Кооператор» ОООна малашне те пахалăхлă продукци туса кăларса тупăшлă ĕçлесе пыма сунчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *