Понедельник, Ноябрь 11

Ĕçлекене хаклама пĕлмелле

Ĕçлекене хаклама пĕлмелле

Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне паллă тунă май, «Асаново» ЯХПК-ра тăрăшакан маттур хĕрарăмсемпе паллаштарас килет. Хастарскерсем ыттисенчен малтан тăрса ĕçе васкаççĕ, каçхине те ферма çулне такăрлатаççĕ. Килте те, ĕçре те ĕлкĕреççĕ, çемьери мĕн пур ыйтăва уçăмлатаççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ.Выльăх-чĕрлĕх ферми Асанкасси ялĕнчен чылай инçетре вырнаçнă пулин те кунта палăртнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ. Кая юлса килекенсем, ĕçе вăхăтра пуçлайманнисем çук хуçалăхра. Ĕçченсене машинăпа фермăна илсе çитереççĕ, ĕç пĕтерсен яла леçеççĕ. Çакна пĕтĕмпех ĕçченсен вăхăтне перекетлес тата ĕçе килсе çÿреме меллĕрех пултăр тесе йĕркеленĕ. Эпĕ фермăна пырса кĕнĕ вăхăтра дояркăсем ĕçе пуçăнма та ĕлкĕрнĕччĕ. Хăнăхнă ĕçе вăр-вар пурнăçлаççĕ.
Хуçалăхра паянхи куна ултă доярка ĕçлет: Мария Пробкина, Лариса Карсунова, Наталия Белова, Вера Яковлева, Лариса Иванова, Ираида Белова. Пысăк кăтартусем ĕнене çулталăк тăршшĕпех тулăх апат çитернинчен тата çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçе тухăçлă йĕркеленинчен килнине палăртаççĕ дояркăсем. Хуçалăхра вăтамран талăкра кашни ĕнерен 19—20 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку кăтарту районта — чи лайăххисенчен пĕри. «Асаново» хуçалăхра тăрăшакан дояркăсем кашни ĕнерен 9 уйăхра вăтамран 6 пин ытла килограмм сĕт суса илнĕ. Хуçалăхра кунсерен 3 пин тонна сĕт сутлăха яраççĕ.
— Малтанах ĕнесене суса сахал мар бидон йăтаттăмăр. Халĕ сĕт пăрăхĕ пурри — савăнăç. Ферма ĕçĕ куç умĕнче улшăнса лайăхланчĕ. Халь ĕçлеме чылай çăмăлрах. Чун фермăнах туртать. Кунта манăн ĕçтешсем. Эпир туслă пурăнатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Пурте тăрăшса ĕçлетпĕр, — терĕ дояркăра чылай çул тăрăшакан Наталия Белова.
Кунсерен 165 ĕне сăвакан, ĕçчен, тăрăшуллă, типтерлĕ хĕрарăмсене ферма заведующийĕ Петр Никифоров та мухтаса илчĕ: «Чăнахах та маттур вĕсем. Ара, кахал çын кунта ĕçлеймест. Вĕсем шуçăмпа вăранса фермăна васкаççĕ вĕт. Унсăр пуçне килти выльăхĕсене пăхма та ĕлкĕреççĕ. Шел, вĕсене улăштарма çын çукрах ялта. Çамрăксем дояркăра ĕçлесшĕн мар».
Хуçалăхра тăрăшакан дояркăсем ĕçпе кăмăллă. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ, канмалли кунсем пур. Ĕçĕ çăмăл мар пулин те ялти çирĕп кăмăллă хĕрарăмсем хуçăлмаççĕ. Хăнăхнă çулпа кашни кун ĕçе васкаççĕ. Çак маттур хĕрарăмсем çинче ферма тытăнса тăрать те.

А.ЕФРЕМОВА

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code