Тухăç лайăх, плансем пысăк

Тухăç лайăх, плансем пысăк

Тухăç лайăх, плансем пысăк
Комсмольские овощи» агрофирмăра кăçал çĕрулми те, ытти пахча çимĕçсем те тĕлĕнмелле пуян тухăçпа савăнтарнă. Предприяти директорĕн çумĕ Василий Андреев пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра пахча çимĕçсем кашни çулах аван çитĕнеççĕ. Кăçал вара тухăç уйрăмах пысăк.
Чи савăнтараканни —кишĕр. Тĕрлĕ витаминпа пуян çак çимĕçе хуçалăхра классика мелĕпе — икĕ йĕрпе акаççĕ. Çапла тусан çитĕннĕ çимĕçе комбайнсемпе пуçтарма меллĕ. Агрофирмăра пуçтарса кĕртнĕ пахча çимĕçе лайăх упрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кишĕре холодильникре контейнерсенче упраççĕ. Управра çимĕç валли ла-йăх условисем тунă, вентиляци ĕçлет. Хуçалăхра темиçе сортлă кишĕр çитĕнтереççĕ. «Сильвано» Корея салачĕ тунă çĕре яма лайăх, «Олимп» ваккăн сутнă çĕре каять. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи тухăç кашни гектартан 88,7 тоннăпа танлашнă.
Çĕрулмин тухăçĕ те кăçал аван — кашни гектартан 39,7 тонна пуçтарса кĕртнĕ. «Пирĕн продукцие туянас текенсем чылайăн, — паллаштарать лару-тăрупа Василий Геннадьевич. — Тĕрлĕ социаллă учрежденисем ăна хапăлласах туянаççĕ. Çавăн пекех эпир Пермь, Ульяновск хулисене, Тутарстана тата ытти регионсене пахча çимĕç ăсататпăр. «Гулливер», «Магнит» суту-илÿ се-чĕсем урлă пирĕн тавара сутассине йĕркелес енĕпе ĕçлетпĕр. Сăмах май каласан, çак магазинсенче паян та пирĕн тавара курма пулать, анчах вăл посредниксем урлă çеç вĕсем патне çитет».
Малашне «Комсомольские овощи» агрофирма ассортимента анлăлатма, сухан çитĕнтерме планлать. Çавăн пекех пахча çимĕçе виçсе чĕркемелли цех уçасшăн, анчах ку ĕçе пурнăçлама хушма инвестицисем кирлĕ.
— Паянхи кун пахча çимĕç çитĕнтерсе пысăк тупăш илме йывăртарах. Сăмахран, çĕрулмине кăçал питĕ йÿнĕ хакпа туянаççĕ. Ман шутпа, кĕркунне çак çимĕçе 9 тенкĕрен сахалрах хакпа сутмалла мар,— уçать шухăшне агрофирма ертÿçи Хасиятулла Идиатуллин.
Апла пулин те, хуçалăхра çĕрулми тата ытти пахча çимĕç çитĕнтерме пăрахасшăн мар. «Кашни предприятин хăйĕн специализацийĕ пулмалла. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усмастпăр. Малашнехи плансем пирĕн пысăк», — пĕлтерет Хасиятулла Семигуллович.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *