Понедельник, 9 декабря

Йĕрке хуралĕнчи ĕç çăмăл мар

Право сыхлавĕн тытăмĕнче сывлăхлисем, çирĕп кăмăллисем, характер енчен вăйлисем çеç ĕçлеме пултараççĕ. Ку ĕç хавшаккисем валли мар. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче ĕçлекен Владимир Васильев çакна профессие суйланă чухне, паллах, шута илнех.

Мĕн ачаран ăна милиционер профессийĕ илĕртнĕ: илемлĕ формăпа çÿресси, йĕркене пăсакансене хирĕç тăрасси, преступлени тăвакансене шыраса тупасси кашни арçын ачанах килĕшет пулĕ. Хирти Мăнтăр вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн каччă салтак атти тăхăннă. Унтан çирĕпленсе, патварланса таврăннăскер, ачалăхри ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе милици уйрăмне çул тытнă.
— Ĕçе пикеннĕ чухне милици уйрăмĕ кивĕ çуртра вырнаçнăччĕ, РОВД начальникĕнче Петр Васильевич Лапшин тăрăшатчĕ. Вăл та, ытти опытлă сотрудниксем те çамрăксене сĕнÿ-канашпа пулăшма яланах хавасчĕ. Вĕсем мана право сыхлавĕнчи ĕçĕн кăткăслăхĕсене вĕрентрĕç, хăйсен опычĕпе паллаштарса пулăшса пычĕç, — аса илет Владимир Антонович.
Малтанах вăл вăхăтлăх ларакансен изоляторĕнче милиционерта ĕçлеме пикеннĕ. Унтан, вăхăт иртнĕçем, тĕрлĕ должноçсенче вăй хума тÿр килнĕ унăн.
Йĕрке хуралĕнчи ĕç Владимир Антоновича питĕ килĕшнĕ, çавăнпа та вăл ку енĕпе пĕлĕвне тарăнлатма шутланă, 2004 çулта ШĔМĕн Чулхулари академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. 2010 çулта алла диплом илнĕ специалиста Урмаел ял поселенийĕн участковăйĕнче ĕçлеме шаннă. Кăштахран вара Владимир Васильев вăхăтлăх ларакансен изоляторĕн начальникĕнче вăй хума пикеннĕ. Паянхи кун та вăл çак должноçра тăрăшать, саккунпа, судпа айăпланнисем вăхăтлăх ларакан изоляторăн ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырать.
— Йĕрке хуралĕнче тăрăшакансен ĕçĕ хăйне евĕрлĕ. Эпир лăпкăлăх мĕнне пĕлместпĕр, пирĕн яланах сыхă пулмалла. Эпир хамăрăн тивĕçсене мĕнле пурнăçланипе районта пурăнакансен лăпкăлăхĕ тÿрремĕнех çыхăннă, — пĕлтерет Владимир Антонович.
Полици ĕçченĕсемшĕн хушу— саккун евĕрех. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа таçта та çитеççĕ. Акă, Владимир Васильев та 2012—2013 çулсенче Чечен республикинче командировкăра пулнă.
Тăрăшуллă пулнине кура ăна тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе, I, II, III степеньлĕ «За отличие в службе» медальсемпе наградăланă. Вăл — милици отличникĕ.
— Çирĕп йĕрке тата дисциплина — пирĕн ĕçре чи кирли. Право сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлесси, паллах, çăмăл мар. Йывăрлăхсем кашни ĕçрех тĕл пулаççĕ ĕнтĕ. Вĕсене парăнмасăр малалла талпăнма хăнăхнă эпĕ,— пĕтĕмлетет йĕрке хуралĕнче 24 çула яхăн тăрăшакан Владимир Антонович.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *