Граждансене нормативлă право акчĕсемпе çыхăннă тĕрĕс тата кирлĕ информаци илме май туса парас тĕллевпе Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви «Раççей Федерацийĕн нормативлă право акчĕсем» ятпа право порталне ĕçе кĕртнĕ.
Асăннă порталта Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн аслă органĕсем, Раççей Юстици министерстви регистрациленĕ ĕç тăвакан влаç органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх, патшалăх влаçĕн аслă тата ытти органĕсем нормативлă право акчĕсене вырнаçтараççĕ.
Право порталĕпе /http://pravo-minjust.ru/ тата унти документсемпе влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем, организацисемпе предприятисем, граждансем хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă чух чăрмавсăр тата тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ.