Вторник, 23 апреля

Çĕнтерÿ чăрăшне ÿкер

Çĕнтерÿ чăрăшне ÿкер

Раççей почти ачасен ÿкерчĕкĕсен эскизĕсемпе Çĕнĕ çул открыткисем кăларĕ. Конкурса 7—17 çулсенчи ачасем хутшăнаяççĕ. Вĕсен Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ чăрăшĕ ÿкер» конкурса ÿкерчĕксем ярса памалла. Ăна Çĕнтерÿ музейĕ тата Раççей почти йĕркелет.
Ÿкерчĕксен Аслă Çĕнтерÿпе, 1945 çулхи Çĕнĕ çулпа çыхăнмалла. Çавна май конкурса Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халаллĕç.
Ÿкерчĕксене жюри хаклĕ. Вĕсен йышĕнче профессионал ÿнерçĕ-иллюстраторсем, Раççей Почтин тата Çĕнтерÿ музейĕн ĕçченĕсем пулĕç.
Заявкăсене çак сайтра йышăнаççĕ: http//elkapobedy.ru/konkurs.php. Ĕçсене ноябрĕн 10-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче палăртĕç. Каласа хăварар, ачасен ÿкерчĕкĕсен эскизĕсемпе кăларнă открыткăсен тиражĕ нумай пулмĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *