Вторник, 27 февраля

Пĕр ĕçрен те пăрăнман

Пĕр ĕçрен те пăрăнман

Пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн кусмасть: тин çеç яка çул тăрăх çăмăллăн кăлтăртатса кусса пынă çĕртех лакăм-тĕкĕмсене анса каять, тем тĕрлĕ пăрăнăçа лексе нушаланать. Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасăр малалла талпăнма тивнĕ «вăрçă ачисен». Паянхи кун вĕсем — шур сухаллă мучисемпе кинемейсем. Апла пулин те, ачалăхĕ, çамрăклăхĕ аса килсен вĕсем халĕ те куççулĕсене тытса чараймаççĕ: «Эпир курнине пирĕн ачасемпе мăнуксен курмалла ан пултăрах», — теççĕ.
Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче пурăнакан Ольга Ядрова 90 çула çывхарса пырать. Пурнăçăн йÿççине сахал мар астивнĕскер, чылай çул пĕчченех кун кунлать.
Ульха Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех йывăр ĕçпе пиçĕхнĕ вăл, амăшĕпе пĕрле колхоз хирне çÿренĕ, кил таврашĕнче те пултарнă таран пулăшнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан ашшĕне, Виктор Осиповича, фронта илсе кайнă. Унтан вăл 1943 çулта аманса таврăннă. «Сылтăм урана Гитлера парса хăвартăм», — тетчĕ атте. Хăрах урасăр таврăннă пулсан та ĕçрен пăрăнса çÿремен вăл. Йĕтем çинче хурал тăратчĕ. Иксĕмĕр пĕрле капан тунине халĕ те ас тăватăп. Эпĕ кĕлтесене аялтан парса тăраттăмччĕ, атте капан хурса çаврăнатчĕ. Каярахпа аттене Канашран протез туса пачĕç. Унпа çÿреме аван тесе калатчĕ вара», — аса илет Ульха аппа.
Унăн амăшĕ те питĕ ĕçчен пулнă. Çемье пуçĕ вăрçăра пулнă чухне, кайран аманса йывăр ĕçлейми пулсан, шăпах хĕрарăмăн çемьене тăрантарса пурăнмалла пулса тухнă. Çавăнпа та ачисене те вăл пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнă. Вăрçă вăхăтĕнче ачасем çитĕннисенчен пĕр ĕçре те юлман. «Тырă вырма тухсан анне варрине тăратчĕ, мана — пĕр енчен, шăллăма тепĕр енчен çурлапа тăрататчĕ, тепĕр шăллăм тăккаланнă пучахсене пуçтаратчĕ», — сÿтет калаçу çăмхине кинемей.
Çамрăк хĕре тĕрлĕ çĕре вăрман касма, торф кăларма янă. Чылай çул сысна ферминче ĕçленĕ вăл, хирти ĕçсенчен те юлман. Ĕçчен те тăрăшуллă-скер, 1955 çулта Мускава Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне кайма тивĕçлĕ пулнă. Вăрçă вăхă-тĕнче тылра ĕçлесе çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн ăна «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941— 1945 гг.» медаль, çавăн пекех юбилей медалĕсем парса чысланă. Ольга Викторовна нумай çул ырми-канми тăрăшса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Михаил Ядровпа çемье чăмăртаса вĕсем икĕ ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Шел пулин те, хĕрĕ çамрăклах йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. Кил хуçи те пурнăçран уйрăлни чылай çул. Ывăлĕ Владимир Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ, вăл та асатте çулне çитнĕ ĕнтĕ, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать.
Ульха аппа пĕччен пурăннă май выльăх-чĕрлĕх усрамасть, кил таврашĕнче кăштăртатсах вăхăта ирттерет, урама тухса ларать. Хаçатсем çырăнса илет вăл, тĕн кĕнекисем вулать, чиркĕве кайкалать. «Юрать, кÿршĕсем пăхсах тăраççĕ. Юнашаррисем те, хирĕççисем те кĕрсе тухсах çÿреççĕ, мĕн ĕç тумалла — пулăшаççĕ, яшкине те илсе каçса çитереççĕ. Тавтапуçах вĕсене, Турă сывлăх патăр, ман пек нумай пурăнмалла пултăр», — тет кинемей.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *