Вторник, 7 февраля

Медаль мĕнле пуласси паллă

Медаль мĕнле пуласси паллă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2019 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче «Чăваш автономи облаçĕ» йĕркеленнĕренпе 100 çул çитни» астăвăм медалĕн положенине çирĕплетесси пирки» хушăва алă пуснă. Ку награда икĕ элементран тăрать.
Медале Раççей çыннисем, ют çĕршыв гражданĕсем, Чăваш автономи йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисемпе уявсене килнĕ хисеплĕ çынсем илме пултарĕç. Кама чыслассине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ йышăнĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин сĕнĕвĕсене те шута илĕ.
Медале 2020 çул тăршшĕпех парĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *