
Алăкран шаккарĕ çамрăк кĕркунне:
Сарăпа сăрларĕ хир-катасене.
Тÿпене хуплаççĕ сăрă пĕлĕтсем,
Кĕскелсех пыраççĕ кун хыççăн кунсем.
Вĕлтĕрккен ÿкеççĕ типĕ çулçăсем —
Тĕрĕлеççĕ тĕрлĕ капăр кавирсем.
Вăррине тăкаççĕ ÿсен-тăрансем,
Шăтасса кĕтеççĕ çур кун çитнĕçем.
Ирхи шур тĕтре те ыррăн сырăнать —
Кĕркунне çитни те тÿррĕн палăрать.
Вăрмана васкаççĕ карçинкка йăтса,
Çынсем савăнаççĕ кăмпасем татса.
Шăпăр-шăпăр тăкрĕ кĕрхи çумăр.
Ăмăр кун иртсессĕн чуна çăмăл.
Хĕрлĕ тум тумланнă ватă вĕрене
Капăрлатнă сивĕ кĕрхи кунсене.
Тухăçне пуçтарчĕ çамрăк кĕркунне
Çу каçа ĕçленĕ — пĕр сая кайман.
Кĕреке пуçтарчĕ çамрăк кĕркунне,
Симпылпа сăйларĕ — никама манман.
П.РОДИОНОВ.