«Чĕрĕ калаçу» куракансене тыткăнлать

«Чĕрĕ калаçу» куракансене тыткăнлать

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăлçи театрĕ» регионти конкурсăн çĕнтерÿçисемпе тĕлпулу ирттернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакансен пултарулăхне тата Шупашкарти 4-мĕш лицейре вĕренекенсен ăсталăхĕсене курса хакланă. Ку хутĕнче студентсем «Абрикос сачĕ» ятлă спектакль кăтартса панă. Тата «Мой дедушка был вишней», «Наброски судьбы» спектакльсен уйрăм пайĕсене сăнарласа кăтартнă.
Михаил Игнатьев çамрăксен пултарулăхне пысăка хурса хакланă: «Мĕн курни тăрăх, эпĕ сире тÿрех маттурсем тесе калама пултаратăп. Пысăк, тарăн шухăшлă спектакльсем. Пурнăç витĕмлĕхĕ питĕ лайăх курăнать. Театр çулталăкĕнче çакăн евĕр конкурссем йĕркелесе ирттерни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Паха ĕç пурсăмăра та савăнтарать, хавхалантарать».
Паянхи пурнăç таппинче информаци технологийĕ лайăх аталаннă пулин те, театр хăйĕн пĕлтерĕшне чакармасть. Çынсен чĕрĕ калаçăвĕ куракансене ялан «тыткăна» илет, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма пулăшать.
«Наброски судьбы» спектакль авторĕ 4-мĕш номерлĕ лицей студийĕн ертÿçи — Руслан Медведев. Вăл Интернетра усал ĕçсем пулма пултарасси пирки хыпарлать, пурнăç таппине сиен кÿме майсем пуласси çинчен те асăрхаттарать.
«Эпир театр урлă ачасене хăрушсăрлăх пирки пĕлтерме тăрăшатпăр. Паянхи пурнăçшăн уйрăмах Интернет хăрушсăрлăхĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Укçа-тенкĕ, вилĕм, наркăмăш ыйтăвĕсем пирки тĕплĕнрех каласа пама тăрăшрăмăр. Вĕсене пĕр чăмăра пухса, тарăн шухăшлă спектакль хайласа кăлартăмăр», — тенĕ спектакль авторĕ.
«Наброски судьбы» спектакле Чăваш наци телекăларăмĕнче юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăтартнă та. Районсенче, хуласенче пурăнакансем «Мой дедушка был вишней», «Наброски судьбы» спектакльсемпе паллашма пултарччăр тесе библиотекăсенче, культура çурчĕсенче ятарлă куравсем йĕркелеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *