
ЧР ШĔМĕ хут-документ ĕçĕн тата режим службин чи лайăх ĕçченне палăртнă. Професси ăсталăхĕн конкурсне 26 ĕçчен хутшăннă. Вĕсен тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухма тивнĕ. Конкурсра РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн хут-документ ĕçĕн тата режим ушкăнĕн инспекторĕ, шалти ĕçсен службин сержанчĕ Люция Ахметова палăрнă. Вăл — виççĕмĕш вырăнта.