Шкулăн историйĕ пуян

Нумаях пулмасть Анат Тимĕрчкасси шкулĕ хăйĕн 125 çулхи юбилейне паллă турĕ. Паян хаçат вулаканĕсене шкулăн историйĕпе кĕскен паллаштарасшăн.
Анат Тимĕрчкасси шкулĕ чăннипех те пуян историллĕ. 1894 çулта ялта чиркÿ-прихут шкулĕ уçăлать. Унччен Тимĕрчкасси ачисем вĕренме Чурачăка е Шурута çÿренĕ. Ĕçлеме пуçланă çулсенче шкулăн хăйĕн ятарлă çурт пулман. Малтан А.Толстовăн, кайран Е.Черновăн çурчĕсенче вĕрентнĕ. Ачасене вĕрентме Чурачăк пачăшкине лартаççĕ.
1900 çулта ял çыннисен укçи-тенкипе шкул çурчĕ туса лартаççĕ. Унта Тури Тимĕрчкасси ялĕн шăпăрланĕсем те вĕреннĕ. 1917 çулта Тури Тимĕрчкасси ялĕнче земство шкулĕ ĕçлеме пуçлать. 1958 çулта ăна хупаççĕ, Анатри 7 çул вĕренмелли шкулпа пĕрлештереççĕ. 1934 çулччен Анат Тимĕрчкассинчи шкул пĕрремĕш сыпăклă шутланнă, çак çултан тулли мар вăтам шкул пулса тăрать. Унта çичĕ çул вĕренмелле пулнă. Çак ятпа вăл 1962 çулччен, сакăр çул вĕренмелли шкулсем туса хуриччен, ĕçлет.
Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче Анат Тимĕрчкассинчи шкулта 300 ытла ача вĕреннĕ. Шкул ачасене шăнăçтарайми пулать, икĕ сменăпа ĕçлес йĕрке çине куçать. 1970 çулта икĕ ял хушшинче кирпĕчрен купаланă пĕр хутлă шкул ÿссе ларать. 1989 çулта тăхăр çул вĕренмелли шкул туса хураççĕ. 1994—2007 çулсенче вăл вăтам шкула çаврăнать. Ачасен шучĕ чакса пынă пирки вăтам шкул хупăнать, каллех пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пулса тăрать.
125 çул хушшинче шкула ертсе пыракансем чылайăн улшăннă. Шкул уçăлсанах вĕрентекенĕ те, ертÿçи те Чурачăк пачăшки Алексей Иванович Перов пулнă. 1914 çулччен — Александр Румянцев /вăрçа кайнă/, унтан Тарас Якурĕ /Яков Тарасович/, Макар Степанович Казаков /Тукайран/ шкул директорĕсем пулнă. 1927—1950 çулсенче Владимир Леонтьевич Петров, 1942—1944 çулсенче Антонина Захаровна Петрова, 1950—1954 çулсенче Василий Андреевич Коновалов, 1954—1982 çулсенче Николай Дмитриевич Петров, 1982—1992 çулсенче Иван Степанович Кириллов, 1992—1995 çулсенче Николай Иванович Крылов шкула ертсе пынă. 1995 çултанпа Владимир Алексеевич Муллин директорта тăрăшать.
Анат Тимĕрчкасси шкулĕ вĕрентекенсен йăхĕ пуррипе те мухтанма пултарать. Кирилловсен çемйи чăннипех те учительсен çемйи ята тивĕçлĕ. 1958 çултан пуçласа 1999 çулччен çак шкулта И.С.Кириллов истори учителĕ, завуч, директор пулса ĕçленĕ. Ăна çумра пулăшса, канаш парса пыраканĕ унăн арăмĕ, математика вĕрентекен Вера Григорьевна пулнă. Виçĕ ачи те ашшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăсаççĕ: Тамара Ивановна ачасене тăван шкултах биологипе хими вăрттăнлăхĕсене уçса парать, Светлана Ивановна математика пуçватмăшĕсене тупма вĕрентет, Вячеслав Иванович физикăпа географи предмечĕсене алла илме пулăшать. Çак çемьен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 206 çул.
Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: шкул пулсан — ял пурăнать. Унăн кун-çулĕ малалла та вăрăм пуласса шанса, ĕмĕтленсе пурăнатпăр эпир.
Н.ФИЛИППОВА,
Т.ПЛЕШКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *