Пятница, 27 января

Шар курать паха çĕр

Шар курать паха çĕр

«Вăрман хăлхаллă, уй куçлă», — теççĕ-и-ха халăхра. Темле вăрттăнлăх та çиеле тухать пуль. Авă, Вăрнар районĕнчи пĕр вăрманта хăйăр кăларнине кам пĕлсе юлтăр темелле. Халăх çÿрекен вырăн мар-çке.
Тĕрĕссипе, хăйăр кăларни мар-ха, карьер патне йывăр тиевлĕ машинăпа унталла та кунталла çÿренĕрен асфальтлă çул арканма тытăнни хытах пăшăрхантарма пуçланă çынсене. Çакăн çинчен вĕсем район хаçатне те пĕлтернĕ. Редакци вара район администрацийĕнче ку ыйтăва çĕклет. Унтан çак çыру Россельхознадзора çитет.
Çул арканнипе çыхăннă ыйту, тен, Россельхознадзор патнех те мар пулĕ. Ку служба ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе епле усă курнине тĕрĕслесе тăрать. Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн, транспорт çĕрĕсем — промышленноç çĕрĕсем шутланаççĕ.
Çĕр айĕнчи пуянлăха кăларнă чухнехи йĕркене епле пăхăнни вара инспекторсене те кăсăклантарса ячĕ. Тепĕр тесен, çырăва та хуравсăр хăварма юрамасть. Нумаях пулмасть асăннă вырăнта тĕрĕслев пулчĕ. Тÿрех татăклăн сăмах калама та иккĕленмелле кунта. Темиçе метр тарăнăш та вăрăмăш темиçе шăтăк. Инçех мар тăмпа хутăшла çĕр куписем.
Чи кăсăкли акă мĕн. Пăхма — пĕр лаптăк. Документсене тĕпчес пулсан вара — виçĕ пая пайланса каять иккен вăл.
Пĕрремĕшĕ, Россельхознадзора кăсăклантараканни — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем. Ак сана — çĕр саккунĕсене пăснин темиçе тĕслĕхĕ. Пулăхлă сие вырăнтан куçарнă: 2476 тата 7095 тăваткал метрлă лаптăксем çинчен. Иккĕмĕшĕнчен — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем «ĕçсĕр» выртаççĕ, тĕрĕсрех каласан акман-лартман кăна мар, сухаламан та. Çитменнине çиелтен тăмлă çĕр купаласа хунă.
Çакăнтах иккен промышленноç пĕлтерĕшлĕ çĕр те пур. Унтан питĕ хастаррăн хăйăр кăларнинче никам та иккĕленмĕ. Шăтăк тарăнăшĕ 10 метр та пулĕ, вăрăмăшĕ — чăннине калатăп, вĕçне çитме хал юлмарĕ.
Çав тĕлтех категорисĕр çĕр те пур, ăна ял администрацийĕн территорине те кĕртмен иккен. Карттăна пăхас тăк — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ вăл. Çĕр хуçасăр пулмасть. Ку лаптăк Вăрнар район территорийĕнче. Эппин, çак пая пусă çаврăнăшне кĕртесси — район администрацийĕн тивĕçĕ.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕ патне таврăнар. Ку йышши çĕр çинче хăйăр кăларма ирĕк илмешкĕн ятарлă йĕрке пур. Анчах унта çав йĕркепе кăсăкланман та пулмалла. Пĕр документсăрах хăйăр кăларнă та кăларнă — тем тарăнăш шăтăк пулса кайичченех. Хăйăрĕ вара, чăн та, паха унта.
Вырăнти ял тăрăхĕн администрацине те, район администрацине те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕн усă курма ыйтса асăрхаттару памасăр май килмен.
Шел те, йĕрки-паллисĕр çĕр кăларнă тĕслĕх çакă кăна мар-ха. Çак Пăртас ял тăрăхĕнчех, сăмахран, пĕр çамрăк арçынна кунччен маларах явап тыттарма тивнĕ. Вăл 3 гектар çĕре тара илнĕ пулнă. Анчах унта ĕçлеме хал çитереймен. Çум курăк, йывăç-тĕм ашкăрни — пĕрре. Çакскер тата çĕре чавма пуçланă, хăйăр кăларма тытăннă. Пĕве тăвасшăн пулнипе ăнлантарнă хăйĕн пуçарулăхне. Штраф памасăр май килмен ку тĕслĕхре.
Паллах, йĕркене пăхăнмасăр хăйăр кăларнă чухне чи малтанах пулăхлă сий шар курать. Анчах хăйăр кăларнă чухне кăна мар, ытти ĕç-хĕлрен те сахал мар пĕтет паха çĕр.
Акă нумаях пулмасть Çĕрпÿ районĕнчен килнĕ материалсем тăрăх ирттернĕ тĕпчев административлă майпа явап тыттарма сăлтав пуррине çирĕплетнĕ. Чăн та, 25,31 тăваткал метр лаптăк çинче 15—20 см тарăнăш пулăхлă сий çук та. Çĕре сиен кÿнĕшĕн те самаях тăкакланма тивĕ саккунсене пăхăнман çав арçыннăн.
Етĕрне районĕнчи тĕслĕх пирки те сăмах тапратмасăр май çук. Унта 1 гектар çĕр шар курнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çине асфальт сарса тухнă: автостоянка валли. Паллă — штраф, тата лаптăка йĕркене кĕртме тивĕ.
Тĕрĕссипе, усă курман хăть хăш лаптăкăн пахалăхĕ те усă курмасан чакать пулĕ. Аслă асатте-асаннесем пек çĕре юратма хăçан пуçлăпăр-ши?
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *