Суббота, Октябрь 19

«Каçал ен» хаçат парнисемшĕн ăмăрту

«Каçал ен» хаçат парнисемшĕн ăмăрту

Октябрĕн 11-мĕшĕнче, эрнекун, «Каçал ен» хаçат парнисемшĕн эстафетăлла ăмăртусем иртеççĕ, çуллахи спорт сезонĕ хупăнать.
Ăмăртусем «Кĕтне» ФСК стадионĕнче пулĕç, 13 сехетре пуçланать.
Çак ăмăртусене тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем пилĕк ушкăнра пулаççĕ.
Пĕрремĕш ушкăн: ача сачĕсене çÿрекенсен команди. Вĕсен командинче — 6 çын /3 арçын ача, 3 хĕрача/. Пурте 100 метра чупаççĕ.
Иккĕмĕш ушкăн: вăтам шкулсен командисем. Вĕсен командинче — 6 çын /3 арçын ача, 3 хĕрача/. Пурте 400 метра чупаççĕ.
Виççĕмĕш ушкăн: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем. Вĕсен командинче — 6 çын /3 арçын ача, 3 хĕрача/. Пурте 400 метра чупаççĕ.
Тăваттăмĕш ушкăн: предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял поселенийĕсен командисем. Кашни командăра — 4 çын /2 арçын, 2 хĕрарăм/. Арçынсем те, хĕрарăмсем те 400 метрлă дистанцисенче ăмăртаççĕ.
Пиллĕкмĕш ушкăн: 1-мĕш чупура ашшĕ /400 м/, амăшĕ /300 м/ тата 8 çул тултарман ача /100 м/ старта тухаççĕ. 2-мĕш чупура — ашшĕ-амăшĕ, 8—14 çулхи ача /200 м/ дистанцие парăнтараççĕ.
Парнесем: пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсем «Каçал ен» хаçатăн куçса çÿрекен кубокĕсене, Хисеп грамотисене тивĕçеççĕ. Унсăр пуçне, кашни ушкăнра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ командăна «Каçал ен» хаçата 2020 çулăн пĕрремĕш çурçулĕшĕн çырăнса параççĕ.
Асра тытма: эстафетăлла ăмăртусене хутшăнма врач çи-рĕплетнĕ заявкăсене октябрĕн 11-мĕшĕнче, ăмăртусене килсен 13 сехетчен йышăнаççĕ.
Иртнĕ çулсенчи çĕнтерÿçĕсен кубоксене пĕрле илсе килмелле.
Шкулсен 20х40 штандарт пулмалла.
ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code