Суббота, Октябрь 19

Ирпе ирех ĕçе васкать

Ирпе ирех ĕçе васкать

«Кашни кун эсĕ çул çинче, кашни кун эсĕ руль умĕнче», — çак юррăн сăмахĕсене «Дружба» ЯХПКра тăрăшакан Борис Иванов çинченех çырнăн туйăнать. Ирпе ирех тăрать те водитель, тÿрех юратнă ĕçне васкать, руль умне ларса тĕрлĕ ĕçпе çÿрет.
Борис Хирти Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ, Хирти Явăш шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ. Шкул хыççăн каччă салтак атти тăхăннă. Унтан таврăнсан Сĕнтĕрвăрринче шофера вĕреннĕ. Водитель правине алла илсен çамрăк каччă темиçе уйăх Шупашкарта ĕçленĕ, анчах та хула пурнăçĕ уншăн маррине туйса илсе тăван яла таврăнма шут тытнă.
— Пире, ялта çуралса ÿснĕ çынсене, ялаллах туртать çав. Хула сывлăшĕ пирĕншĕн мар вăл. Тăван ялтах аван, — уçать шухăшне Борис Иванович.
Унăн ашшĕпе амăшĕ, Иван Евтихиевичпа Антонина Филипповна, ĕмĕрĕсене колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Пур ĕçре те малта пулнă мăшăра ялта хисепленĕ, тĕслĕх вырăнне хунă. Çавна май вĕсем ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернĕ.
— Хăçан пĕрремĕш хут руль умне ларнине те ас тумастăп. Мĕн пĕчĕкрен машина-тракторпа интересленсе ÿснĕ, атте тракторист пулнă май ун çумĕнчен пăрăнма та пĕлмен. Техникăна юратасси мана юнпа куçнă пуль, — тет йăл кулса Борис Иванович.
Ашшĕнчен, чăнах та, чылай япалана вĕреннĕ вăл. Мĕн ĕмĕрĕпе трактористра вăй хунă Иван Евтихиевич «хурçă ута» алăри пилĕк пÿрнине пĕлнĕ евĕр пĕлсе çитнĕ. Колхозра пур ĕçре те малта пулнă вăл: сухаланă, ака тунă, утă-улăм турттарнă, вырма вăхăтĕнче комбайнпа хире тухнă… Çавăнпа та вăл Борисшăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă.
Борис Иванов ĕçрен хăраса тăраканни мар, вăл кунсерен хĕвелтен малтан вăранать, хăйне шанса панă машинăна хускатса çула тухма хатĕрлет. Кашни ирех вăл сĕт турттаракан машина çине ларса сĕте кирлĕ çĕре çитерме васкать. Унтан хуçалăхри урăх ĕçсене хутшăнать: тырă, пахча çимĕç турттарать.
— Кăçалхи вырма вăхăтĕнче Борис Иванович тăршшĕн комбайн патĕнчен тырă турттарса тăчĕ. Питĕ тăрăшуллă водитель вăл, хăйне хушнă ĕçсене вăхăтра туса пырать, шанса панă тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Çакăн пек ĕçченсем пур чухне хуçалăха аталантарма пулать, — тет «Дружба» ЯХПК ертÿçи Ремис Мансуров.
Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансенчен ялта ĕçĕ те çук, укçине те сахал параççĕ тенине илтме пулать. Борис Иванов вĕсемпе килĕшесшĕнех мар.
— Ĕçлес текен, ăста алăллă çынна валли ялта та ĕç пур. Укçа енчен илес пулсан вара — мĕн пур укçана пурпĕрех илеймĕн. Пирĕн хуçалăхра ĕçлекенсене нихăçан та кÿрентермеççĕ, укçине вăхăтра тÿлеççĕ, ĕç кунĕсемшĕн тырă, улăм валеçеççĕ. Хамăн ĕçе 40 çул хушшинче хăнăхнă ĕнтĕ, ĕçе кăмăлтан, чун ыйтнипе çÿретĕп, — уçать шухăшне тăрăшуллă водитель.
Çак кунсенче Борис Ивановичшăн тÿрех икĕ уяв çывхарса килет. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ хыççăн тепĕр кунхине вăл 60 çул тултарать, юбилей кĕрекине ларать. Хастар ĕçчене эпир те уявсем ячĕпе саламлатпăр, малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code