Пятница, 27 января

Юрататăп, савăнатăп, мăнаçланатăп

Учитель кунне уявланă май манăн куçсем умне чи малтанхи вĕренекенсен сăнарĕсем тухса тăраççĕ, вĕсене манăн тав сăмахĕсем калас килет. Ачасен юратăвĕ, тăрăшулăхĕ, тавракурăмĕ мана хам суйласа илнĕ ĕçе юратма, аталантарма пулăшрĕç. Мĕнпе кăна кăсăкланмарĕç-ши вĕсем? Артистсем, художниксем, композиторсем, тĕнчери, çĕршыври паллă çынсем, ташăçăсем… Виçĕ çул пĕрле утрăмăр илемлĕх тĕнчи тăрăх. Вĕсем вĕренсе пĕтернĕренпе 56 çул иртрĕ, унтан 20 çул хыççăн тĕл пулнăччĕ, халĕ, кăçал, 36 çул хыççăн тĕл пултăмăр. Чылаăшĕ учитель профессине суйласа илнĕ, ку мана çав тери савăнтарать. Тукай каччи Геннадий Алексеевич Уткин Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, кунтах Аслă Чурачăк каччи Николай Васильевич Тумаланов та вĕреннĕ. Иккĕшĕ те пултаруллă ĕçченсем. Геннадий Алексеевич шкулта та, хаçатра та ĕçлерĕ, кĕнекесем те çырчĕ, партин районти комитетне ертсе пычĕ. Пур çĕрте те хăйĕн тивĕçне çÿлте çĕклесе пычĕ, пуриншĕн тĕслĕх пулчĕ. Эпир ун умĕнче пуç таятпăр. Шел, вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.
Николай Васильевич Тумаланов — профессор, экономика наукисен кандидачĕ /1999 ç./, докторĕ /2006 ç./. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн преподавателĕ. «Эпĕ ĕçсĕр пурăнаймастăп», — терĕ тĕлпулура. Чăннипех мухтанатпăр эпир хамăр ентешсемпе!
Зинаида Иосифовна Чернова — ÿнерçĕ. Вăл 300 кĕнекене хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Вăл Чăваш Республикин педагогика институтне пĕтернĕ.
Наталия Фадеевна /Никонова/ Илларионова биологипе хими учителĕ, чылай çул Вăрманхĕрри Чурачăк шкулĕнче ĕçлерĕ, хăйĕн ырă кăмăлĕпе, тирпейлĕхĕпе уйрăлса тăратчĕ. Шкул çумĕнчи участокра тĕрлĕ çимĕçсем, чечексем ÿстерсе районти шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнатчĕ. Хисеплеççĕ, юратаççĕ ăна шкулта та, ялта та. Вера Марковна /Тумаланова/ Бежерова вырăс чĕлхипе литература учителĕ, Вăрнар районĕнчи чи лайăх вĕрентекенсенчен пĕри, вĕренÿ ĕçĕн отличникĕ. 1963 çулта хамăн класпа уйрăлтăм, класра иккĕн, Верăпа Василий Михайлов, манăн профессие суйласа илчĕç. Уншăн эпĕ сире тав тăватăп.
Математикăпа физика вăрттăнлăхĕсене алла илме Владимир Поповпа Нина Андреева Шупашкара çул тытрĕç, йывăрлăхсене çĕнтерсе шкулта ĕçлеме тытăнчĕç. Нина Андреева халĕ Санкт-Петербургра пурăнать, наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ.
Учительсен çемйинче ÿснĕ Люция Филиппова /Попова/ ял хуçалăх академине пĕтерчĕ, телейне çар çыннипе тупрĕ. Мăшăрĕ — полковник.
Пурин çинчен каласа пĕтереймĕн. 15 ачаран 11-шĕ аслă пĕлÿ илчĕ, вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç. Эпĕ вĕсемшĕн савăнатăп, вĕсене хисеплетĕп, мăнаçланатăп. Ман шутпа, учитель ĕçĕ — пархатарлă. Пуласлăх та вĕрентекенрен нумай килет.
А.ЕЖЕРГИНА,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *