Суббота, 20 апреля

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Октябрĕн 9-мĕшĕ — çак кун 1760 çулта вырăс çарĕсем 7 çула пынă вăрçăра пĕрремĕш хут Берлина илнĕ. 1813 тата 1945 çулсенче мĕн пулассине малтанах пĕлсе тăнă пек, Шувалов граф ун чухне çапла каланă: «Берлинран Петербурга тăсăлса çитме çук, Петербургран Берлина вара яланах çитме пулать».
Октябрĕн 14-мĕшĕ — çак кун 1811 çулта Михаил Кутузов ертсе пынипе вырăс çарĕсем Дунай шывĕ урлă каçса Рущук /халĕ вăл Болгарири Русе хули/ патĕнче 20 пинлĕ турккă çарне тĕппипех çапса аркатнă. Вырăссем 9 салтак çеç çухатнă.
Октябрĕн 14-мĕшĕ — çак кун 1943 çулта Собибор концлагерĕнче восстани пулнă. 300 ытла тĕрме çынни ирĕке тухнă. Концлагерьтен тарассине совет офицерĕ Александр Печерский йĕркеленĕ. Унăн паттăрла ĕçне халалласа халĕ «Собибор» фильм ÿкернĕ.
Октябрĕн 18-мĕшĕ — çак кун 1813 çулта вырăс çарĕсем союзниксемпе пĕрле Лейпциг патĕнче, «Халăхсен çапăçăвĕнче» Наполеон çарĕсене çĕнтернĕ. Французсен çавăн чухне 80 пин салтак тата пĕтĕм артиллери пĕтнĕ.
Октябрĕн 20-мĕшĕ — çак кун 1827 çулта вырăс флочĕ хăйĕн союзникĕсемпе пĕрле Греци çыранĕсен хĕрринче турккăсен флотне çапса аркатнă, вĕсен 60 карапне тĕп тунă. Вырăссен «Азов» ятлă эскадра флагманĕ кăна тăшманăн 5 карапне путарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *