Суббота, Октябрь 19

Асра юлмалли кун

Асра юлмалли кун

Иртнĕ шăматкун Вĕрентекен кунне паллă турăмăр. Çак уява вĕрентекенсем кăна мар, ачасем те юратаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Çак кун педагогсем вырăнне ачасем ĕçлеççĕ, учительсем шкул парти хушшине лараççĕ.
Çĕнĕ вĕрентекенсем, 9—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем, уроксем усăллă иртчĕр тесе тăрăшрĕç. Вĕсем ăнланаççĕ, учитель ĕçĕ çăмăллисен йышĕнчен мар. Çамрăк вĕрентекенсем кăшт хумханни курăнчĕ. Апла пулин те уроксенче вĕренме кăмăллă пулчĕ. Татьяна Алексеевна Матросова директор педсовет та ирттерчĕ. Вăл вĕрентекенсемпе вăйă вылярĕ. Вĕрентекенсем хăйсен ачалăхне аса илчĕç, ĕçпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмахсене шĕкĕлчерĕç. Уроксем хыççăн вара вĕрентекенсене хаваслă концертпа савăнтартăмăр.
Аня ШЕСТАКОВА.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code