Суббота, 20 апреля

Кашни куна зарядкăран пуçлар

Çĕнĕ куна зарядкăран пуçлани çав тери усăллă пулнине эпир мĕн пĕчĕкрен пĕлетпĕр. Зарядка вăхăтĕнче эпир пĕтĕмпех вăранса çитетпĕр, мышцăсене вăрататпăр, энергипе пуянланатпăр.
Зарядкăна кашни ирех туса пыни ачана йĕркене хăнăхтарать. Çакăн пек туни шăпăрлансене хăйсен кулленхи тивĕçĕсене пурнăçлама та çăмăлтарах. Паянхи кун ача шкулта ĕлкĕрсе пыни çине унăн сывлăх шайĕ чылай витĕм кÿрет. Хальхи вĕренÿ тытăмне илес пулсан, ачан чылай вăхăт уроксем çине тăкаклама тивет. Куна пĕлсе йĕркелемесен организма йывăр килет, ача кулленхи ĕçсене вăхăтра тата туллин пурнăçлайми пулать. Çавăнпа та кашни куна зарядкăран пуçламалла. Çакă нерв тытăмне çирĕплетме те, чир-чĕртен сыхланма та пулăшать. Уроксем пуçланиччен гимнастика туни организм çине лайăх витĕм кÿрет, кĕлеткене, пуç мимине вăратма, юн çаврăнăшне вăйлăлатма пулăшать.
Зарядка пирки калаçнă май, паллă француз педагогĕн, общество деятелĕн Пьер де Кубертенăн сĕнĕвне аса илтерес килет: «Хăнăхтару хăй мар, ăна мĕнле туни, мĕнле вăй хуни тата мĕн валли ăна туни пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан, сăлтав кирлĕ. Вĕренÿ вăхăтĕнче вара хăнăхтарусем тума лайăхран та лайăх сăлтав пур: усă кÿни!» Паянхи кун та çак сăмахсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ. Зарядка сывлăхлă пулма, кулленхи пурнăçра пур ĕçре те ĕлкĕрсе пыма кирлĕ.

А.ГАВРИЛОВ,
физкультура учителĕ.
Хырхĕрри тĕп шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *