Понедельник, 14 октября

Ваттисене хисеплерĕç

Ваттисене хисеплерĕç

1992 çултан пуçласа пирĕн çĕршывра октябрĕн 1-мĕшĕнче Ваттисен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун — ветеран-пенсионерсемшĕн питĕ пысăк уяв. Çĕнĕ Шăхран ялĕнче те октябрĕн 1-мĕшĕнче пенсионерсем ялти клуба пуçтарăнчĕç.
Чи малтанах Комсомольски ял поселенийĕн культура ĕçченĕсем ветерансене хитре юрăсемпе савăнтарчĕç. Ун хыççăн ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.А. Илларионова пухăннисене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, вăрăм кун-çул, çемьере юратупа килĕшÿ, çирĕп сывлăх, яланах çакăн пек çамрăк чунлă пулма сунчĕ. Çавăн пекех вăл обществăлла ĕçре палăрнă ветерансене грамотăсем парса чысларĕ.
Малалла вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçи Л.Тихонова çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Яланах çакăн пек пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явма, тачă çыхăнса, пĕрле килĕштерсе ĕçлеме, ватăлмасăр, чирлемесĕр пурăнма сунса чун-чĕререн уяв ячĕпе саламларĕ.
Ун хыççăн сĕтел хушшине ларса тутлă апат-çимĕçпе сăйлантăмăр, тĕрлĕ юрăсем юрласа савăнтăмăр, иртнĕ кун-çулăн интереслĕ саманчĕсене аса илсе килентĕмĕр. Уяв хыççăн пурте тулли кăмăлпа килсене салантăмăр.
Эпир çакăн пек хаваслă уяв йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Г.В.Атласкинана чĕререн тав тăватпăр. Ĕçĕсем яланах ăнса пыччăр.
Л.ТИХОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *