Пятница, 19 апреля

Пĕрле пухăнса канашланă

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти ветерансен канашĕн председателĕсен черетлĕ пухăвĕ иртрĕ.
Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, социаллă хÿтлĕх, социаллă пулăшу уйрăмĕсен, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн, 41-мĕш аптека, тĕп больница ертÿçисем хутшăнчĕç. Вĕсем ватăсене кăсăклантаракан чылай ыйтăва уçăмлатрĕç, çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех тĕп ыйту ялсенче Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне йĕркелесси пулчĕ. Çавăн пекех пухăннисем хумхантаракан ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕç.
Чи маттур та пуçаруллă ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. Ветерансем тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармаççĕ: пĕри спортпа туслă, тепри юрра-ташша ăста, виççĕмĕшĕ обществăлла ĕçре хастар.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *