Четверг, 25 апреля

Кĕркунне илемĕ — сăнÿкерчĕксенче

Кĕркунне илемĕ — сăнÿкерчĕксенче

«Ах, улмаçăм-çĕрулми!» фестивальпе килĕшÿллĕн сентябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 14-мĕшĕччен сăнÿкерчĕксен «Кĕрхи палитра» конкурсĕ иртет. Унта районти çутçанталăка, çĕрулмине, унпа çыхăннă ĕçсене, садри самантсене сăнлакан сăнÿкерчĕксене йышăнаççĕ. Конкурс икĕ номинаципе иртет. «Районта кĕркунне» номинацире тавралăха сăнлакан сăнÿкерчĕксене /вĕсем çинче çынсем тĕп вырăнта пулмалла мар/ районти тĕп библиотекăра йышăнаççĕ. Вĕсене ăçта ÿкернине çырса кăтартмалла. «Тĕлĕнмелле çĕрулми» номинацие çĕрулмипе çыхăннă сăнÿкерчĕксем ярса памалла.
Конкурса пурте хутшăнма пултараççĕ. Кашни çынран пĕр номинацире пĕр ĕç йышăнаççĕ. Сăнÿкерчĕксем 297х420 мм /А3 форматлă/ пысăкăш, рамкăра пулмалла.
Конкурса октябрĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *