Пурте пĕрле йывăç лартар

Пурте пĕрле йывăç лартар

РФ Президенчĕ В.В.Путин сĕннĕ «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упрасси» регион проекчĕн пĕр тĕллевĕсенчен пĕри — вăрмансене çĕнĕрен çĕклесси. Çак проектпа килĕшÿллĕн Раççейри пур регионта та Вăрман хуçалăхĕн федераллă агентстви пуçарнипе ятарлă акци иртет. Унăн тĕллевĕ — çĕршывăн вăрман пуянлăхне пысăклатассипе çыхăннă ыйтусем çине обществăн тимлĕхне уйăрасси.
Чăваш Ен çак акцирен айккинче тăрса юлмасть. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче, октябрĕн 5 тата 12-мĕшĕсенче Шупашкар лесничествин территорийĕнче йывăç лартассипе ятарлă мероприятисем йĕркелеççĕ. Вĕсен вăхăтĕнче 2010 çулхи пушарсенче шар курнă вăрман участокĕсенче йывăç лартма планланă.
ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пурне те йывăç лартас ĕçе активлăн хутшăнма йыхравлать. Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак телефонсемпе шăнкăравламалла: 8/8352/56-52-87, 40-52-63.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *