Пятница, 19 апреля

30 çул ытла фермăра

Ырми-канми ĕçпе хисепе тивĕçнĕ çынсемпе мухтанма пултарать Йăлмахва ялĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри —Зинаида Анисимовна Ефремова. Вăл 1939 çулта Анисим Ивановичпа Анисия Герасимовнан çемйинче çуралнă. Виçĕ пĕртăван ÿснĕ çемьере.
Вăрçă пуçланнă çулсенче Зина пĕчĕк ача пулнă пулин те, вăл кÿнĕ терт-нушине, хуйхи-суйхине аванах туйса ÿснĕ. Ашшĕ хаяр вăрçă хирĕнчен тăван яла таврăнайман. Мĕнле йывăр килнĕ çав вăхăтра çемьене! Амăшĕ ачисем тутă пулччăр тесе ырми-канми тăрăшнă. «Аннене мĕнле йывăррине ÿсерехпе çеç ăнлантăм», — тет Зина аппа.
Маттур та пултаруллă хĕр пулса ÿснĕ Зинаида Анисимовна. Хирти Мăнтăрти 7 класс вĕренмелли шкула пĕтерсен çамрăк хĕр кирпĕч туса кăларакан заводра ĕçлеме пуçланă, пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăман. Заводра чылай çул ĕçленĕ хыççăн вăл фермăра вăй хума тытăннă, 30 çул ытла дояркăра тăрăшнă.
Зина аппа пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Фермăра тăрăшнă вăхăтра ывăлне унăн амăшĕ пăхнă. Пурăна-киле Зинаида тĕп килтен тухса çĕнĕ пÿрт лартма хал çитернĕ. Амăшĕ хĕрне шеллесе унпа пĕрле пурăнма тытăн- нă.
Хĕрарăма пĕччен çурт-йĕре тытса пыма, ачана ура çине тăратма йывăр. Зинаида Анисимовна ял каччипе Петр Ильичпа пĕрлешнĕ. Юра ывăлĕ Петр Ильича хăйĕн тăван ашшĕ вырăнне хурса, вăл мĕн каланине яланах итлесе ÿснĕ. Зинаида Анисимовна алă ĕçĕ тума юратнă, унăн килĕнче яланах тирпей хуçаланнă. Фермăра ĕçленĕ вăхăтра дояркăсем хушшинче малти ретре пулнăшăн, ĕçри хастарлăхшăн Зинаида Анисимовна нумай-нумай Хисеп грамотине, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Çамрăксене ĕçре яланах пулăшса пыма тăрăшнă.
Ывăлне авлантарса мăнуксемлĕ пулчĕ Зина аппа. Пурнăç хăй еккипех шăвать, вăхăта тытса чарма çук. Савнă мăшăрĕ Петя тете йывăр чире пула çĕре кĕчĕ. Темле йывăр пулсан та пуçне усмарĕ хĕрарăм, хуçалăха тытса пычĕ.
Пурнăç çулĕ пĕр тикĕссĕн чупмасть. Кĕтмен çĕртен Зина аппан пĕртен-пĕр юратнă ывăлĕ пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайрĕ. Çакăн пек пысăк хуйха чăтса ирттерме питĕ йывăр пулчĕ. Мăнукĕсемпе йăпанса пурнăç таппипе малаллах талпăнчĕ Зинаида Анисимовна. «Турри телей валеçнĕ вăхăтра эпĕ килте пулман пуль çав, — куççульне шăлать ватă хĕрарăм. — Пурнăçра ыррине нумаях кураймарăм».
Паянхи кун Зина аппа кинĕпе, мăнукĕсемпе килĕштерсе пурăнать, вĕсене яланах вăй çитнĕ таран пулăшма тăрă- шать.

А.ЕФРЕМОВА,
библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *